Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чулхула таможня пуçлăхĕпе Юрий Лушников генерал-майорпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

 


Кăрлач уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чулхула таможня пуçлăхĕпе Юрий Лушников генерал-майорпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Ĕçлĕ канашлăва Чулхула таможня пуçлăхĕн çумĕ Марат Гараев тата Чăваш Енри таможня посчĕн ертӳçи Игорь Зуев хутшăннă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев сумлă хăнана - Юрий Лушникова пĕр-пĕринпе килĕшсе тухăçлă ĕçленĕшĕн тав сăмахĕсем каланă. «Пирĕн предпринимательсем хăйсен ĕçĕсенче тĕрлĕ ыйтусемпе сирĕн пата тухаççĕ. Пур-пĕрех вĕсен нимĕнле сăлтав та пулман, сире хирĕçлеме», - тесе каланă регион Ертӳçи, малашне те ăнланса ĕçлессине шанатăп тенĕ. Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче юлашки çулсенче таможня ĕçченĕсем вăхăтпа перекетлĕ усă курнине, ĕçе вăраха тăсманнине палăртса хăварнă, çынсем черетсенче пачах та  нумай тăманнине каланă. Юрий Лушников республика Пуçлăхне Атăлçи федераци округне кĕрекен регионсем хушшинче Чăваш Республикинчи Таможня хисеплĕ пĕрремĕш вырăна тухнине пĕлтернĕ. «Чăваш Енри пост яланах чи хисеплисен йышĕнче пулма тăрăшать. Ăнсăртран мар, кăтарту та куç умĕнчех», - тенĕ Юрий Лушников. Раççей Федераци Таможня службин Приказĕпе килĕшӳллĕн 2015 çул раштав уйăхĕн 17-мĕшĕнчен Зуев Игорь Михайловича Чăваш Ен посчĕн ертӳçи пулма çирĕплетнине палăртнă, ăнах Чулхула таможня пуçлăхĕн çумĕ пулма йышăннă. Игорь Зуев таможня службинче 1990-мĕш çултанпа тăрăшать. 2006-мĕш çултан Саратоври таможня пуçлăхĕн çумĕ пулса кадрсен ыйтăвĕсемпе ĕçленĕ. Игорь Зуев хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикинче промышленноç тата ял хуçалăх вăйлă аталаннине каланă, вĕсемпе яланах çирĕп çыхăну тытмаллине, тĕрлĕ ыйтусемпе таможня енĕпе çыхăннă ĕçсене вăхăтра татса памаллине асăннă. Тĕплĕнрех



13 января 2016
09:56
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter