Чӑваш Республикинче республика Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн Патшалăх Канашне тухмалли Çырăва хатĕрлеççĕ

Чӑваш Республикинче республика Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн Патшалăх Канашне тухмалли Çырăва хатĕрлеме пуçланă. Часах Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев  Чăваш Республикин Патшалăх Канашне Ҫырупа та тухĕ. Ҫырӑва хатӗрленӗ ҫӗре республикӑра пурӑнакансем пурте хутшӑнма пултараҫҫӗ. Мӗн кӗртмелле унта? Мӗн сӗнмелле? Пĕтĕмпех  пӗлтерме юрать. Ҫырура 2016 ҫул валли тӗллевсене палӑртӗҫ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев экономика аталанăвĕн çул-йĕрĕ пирки ытларах ыйтусене çĕклеме палăртнă. Экономикӑна лайăхрах аталантарас, кăтартусене ӳстерес тесен мӗн тумалла? Ҫынсен пурнӑҫ условийĕн шайне епле лайăхлатмалла? Ҫак ыйтусен хуравӗсене палӑртӗҫ. Ҫыру валли сӗнӳ пур-и? Вӗсене ҫак адреспа йышӑнаҫҫӗ: Шупашкар хули, Президент бульварӗ, 10-мӗш ҫурт.«Ҫыру хатӗрленӗ ҫӗре» тесе палӑртмалла, е тата электронлӑ почтӑпа ямалла: pres5@cap.ru, , analit2@cap.ru, analit1@cap.ruanalit9@cap.ru Телефонпа шӑнкӑравласа калама та юрать: (8352) 64-20-30 (хуш. 2084), 64-20-30 (хуш. 2085).

 



13 января 2016
07:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter