«ЗИСО» АХО генеральнăй директорне Григорий Васильева Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Оборона министерствин наградине парса чысланă

Кăрлач уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев спорт хатĕрĕсене калăплакан завод директорне Григорий Васильева савăнăçлă лару-тăрура Раççей Федерацийĕн Оборона министерствин наградине парса чысланă.   Республика Ертӳçи Михаил Игнатьев регионта спорт вăййисен хатĕрĕсене калăплакан завод пĕр тикĕс лайăх аталанса пынине палăртнă, çĕнĕлле проектсене пурнăçа кĕртсе пырассипе аван ĕçленине асăннă, вĕсен таварĕсемпе республикăра анчах мар, унăн тулашĕнче - Раççейри  мĕнпур регионта, тĕнчери 18 çĕршывра анлăн усă курнине палăртнă. Предприятинре çамрăк креативлă специалистсем ĕçленине, вĕсенчен чи ăстисене Ĕç çыннин çулталăкĕнче патшалăх наградисемпе хавхалантармаллине каланă. «Паян çĕршыв оборони питĕ вăйлă. Унăн тӳпине республика та витĕм кӳнĕ, ку пысăк пĕлтерĕшлĕ», - тенĕ Михаил Игнатьев. Тата çакна та палăртнă регион Ертӳçи: «Çулсерен регионти яшсем çар специальноçне алла илме ăс пухма аслă шкулсене вĕренме кĕреççĕ. Çитĕнекен яш-кĕрĕме патриотла воспитани парас ĕçе кирлĕ пек шайра йĕркелесе пыратпăр. Çамрăксем хăйсен ашшĕ-амăшĕсене мĕн пĕчĕкрен хисеплеме вĕренсе пыраççĕ, ветерансемпе ăшшăн калаçаççĕ», - тенĕ Михаил Игнатьев. Предприятийĕн генеральнăй директорне асăнмалăх алла çыхмалли сехет парса хисеп тунă. Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов хăйĕн сăмахĕнче юлашки пиллĕк çул хушшинче Чăваш Ен тĕп хулинче ачасене валли спорт енĕпе аталанмалли 600 ятарлă вырăн, аслисене валли 120 спорт площадкине хатĕрленине пĕлтернĕ. Ытларах çак ятарлă спорт вырăнĕсене йĕркеленĕ чухне çӳлерех палăртнă предприяти калăпланă спорт хатĕрсене вырнаçтарнине асăннă. Аслисем валли те, ачасене валли те спорт хатĕрĕсем пахалăх енчен çирĕп пулнине каланă Леонид Черкесов, завода малашне те аталанса пыма, вĕсене валли те çителĕклĕ условисем йĕркелесе пама яланах пулăшу кӳме хатĕр пулнине палăртнă. Заводăн генеральнăй директорĕ Григорий Васильев ĕçтешсене саламланă май, паянхи пысăк награда пурин те пулнине асăннă, çак тивĕçе пур те пĕрле тăрăшса ĕçленине кура илнине каланă.  Пуласлăхра палăртса хунă ĕçсем нумай, вĕсене пурнăçа кĕртессипе яваплăха туйса ĕçлеме шантарнă «ЗИСО» АХО директорĕ Григорий Васильев. Тĕплĕнрех



13 января 2016
16:03
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter