Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федераци прокуратурин ĕçченĕсен кунне халалласа ирттернĕ мероприятине хутшăннă

 


 Кăрлач уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федераци прокуратурин ĕçченĕсен кунне халалласа ирттернĕ савăнăçлă мероприятине хутшăннă. Палăртнă служба кăçал 294 çул тултарнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев прокуратура ĕçченĕсене, сумлă ветерансене саламланă, юлашки çулсенче ведомство тата та тухăçлăрах, уçăмлăрах ĕçленине палăртнă, халăх ыйтса çырнă çырусен хисепĕ ӳсни те çакнах çирĕплетсе парать тесе каланă, ӗҫри пысӑк ӑсталӑх тата служба тивӗҫне чунтан парӑнса тӑни Чӑваш Енре пурӑнакансене яланах ырлӑх кӳрсе тӑнине, власть ор­ганӗсем, общество институчӗсем прокуратурӑпа тухӑҫлӑн хутшӑнса ӗҫ­лени вара тӗрӗслӗхпе саккунлӑх тата право йӗркин принципӗсене шан­чӑклӑн хӳтӗ­леc ĕçĕн никӗсӗ пулнине каланă. Палăртса хăваратпăр, 2015-мĕш çулта  республикăра 90 саккун йышăннă, 200 ытла указ, 500 ытла йышăну тата та ытти ĕç хучĕсене ĕçе кĕртнĕ.  Пурне те çаксене Чăваш Республикин Прокуратури пăхса тухнă.     Регион Ертӳçи хăйĕн сăмахĕнче республикăра уйрăм организацисемпе предприятисенче халăха вăхăтра ĕç укçипе тивĕçтерес ĕç те кирлĕ пек шайра пулса пынине асăннă. Кăлтăксене пĕтĕмпех вăхăтра сирсе яма прокуратура ĕçченĕсем витĕм кӳнине каланă, ĕçре пысăк çитĕнӳсемпе палăрнисене Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав сăмахне парса чысланă. Республикăн прокурорĕ Сергей Легостаев ĕçтешсене хӑйсен умӗнчи тӗллевсене гражданла хӑюлӑхпа хастарлӑн, явап­лӑн, тӳрӗ кӑмӑлтан тата принциплӑха тӗпе хурса чыс­лӑн та тивӗҫлӗн пур­нӑҫлаканăшăн чун-чӗререн тав тунă. Уйрăмах ветерансене палăртса хăварнă. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов мероприятине пухăннисене саламланă, асăнмалăх парне панă. Професси уявĕпе прокуратура ĕçченĕсене  Чăваш Енри Федерацин тĕп инспекторĕ Геннадий Семенович Федоров, Ветерансен канашĕн председателĕ Геннадий Львов та саламланă, ĕçре пурне те ăнăçусем суннă. Геннадий Львов хăй вăхăтĕнчи хăш-пĕр ĕçсенчи уйрăм самантсем пирки чарăнса тăнă. Уявра республикăри массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсене те наградăсем парса хавхалантарнă. Мероприяти уяв концерчĕпе вĕçленнĕ. Тĕплĕнрех



13 января 2016
08:48
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter