Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Федерацин айăплава пурнăçлакан службин Чăваш Республикинчи Управленийĕн çар ĕçне ятарлă хăнăхмалли вырăнта спецназовецсемпе тĕл пулнă

 


«Эсир обществăри йĕркене тата Федерацин айăплава пурнăçлакан службин Чăваш Республикинчи Управленийĕн учрежденийĕсене сыхласа пăхса  тăратăр. Кăтартуллă ĕçленĕшĕн тав тăватăп, малашне те тухăçлă ĕçлессе шанатăп», - тенĕ Михаил Игнатьев кăрлач уйăхĕн 14-мĕшĕнче Федерацин айăплава пурнăçлакан службин Чăваш Республикинчи Управленийĕн ятарлă çар ĕçне хăнăхмалли вырăнта спецназовецсемпе тĕл пулнă вăхăтра. Республика Ертӳçипе пĕрле Федерацин айăплава пурнăçлакан службин Чăваш Республикинчи Управленийĕн пуçлăхĕ Александр Робота, Раççей Федерацийĕн Федерацин наркотиксен çаврăнăшне тĕрĕслесе тăракан службин Чăваш Республикинчи Управленийĕн пуçлăхĕ Евгений Барсуков,  Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Олег Мешков, Чăваш Республикин юстици министрĕ Надежда Прокопьева, Раççей Федерацийĕн Юстици министерствин  Чăваш Республикинчи Управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ  Анатолий Грицай пулнă.  Михаил Игнатьев çар вĕрентĕвĕн пĕчĕк хулинче специалистсене хатĕрлеме кирлĕ пек пур условисем те çителĕклĕ пулнине курса ĕненнĕ. Хăрушлăх кăларса тăратма пултаракан самантсенче йывăрлăха сире яма яланах спецназсем хатĕр тăнине курнă, пурне те тав сăмахĕсем каланă, кĕтмен асар-писер самант вăхăтĕнче пирĕн специалистсем хатĕр пулнине çирĕппĕн палăртнă. Тĕнчери йывăр лару-тăру вăхăтĕнче уйрăмах ку пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине асăнса хăварнă. «Обществӑри социаллӑ пурнӑҫпа экономика тата политика тӑнӑҫлӑхӗ, ӑна преступла тапӑнуран хӳтӗлес лару-тӑру, ҫынсем малашлӑхалла шан­чӑклӑн пӑхни эсир лайӑх ӗҫленинчен килет. Чӑваш Енри патшалӑх влаҫӗн, право сыхлавӗн органӗсем тата об­щество организацийӗсем пӗр-пӗринпе тухӑҫлӑн ҫыхӑнса ӗҫленине пула республика территорийӗнче преступлени тӑвассин шайӗ куçкĕретех чакса пырать», - тенĕ Михаил Игнатьев. Федерацин айăплава пурнăçлакан службин Чăваш Республикинчи Управленийĕн пуçлăхĕ Александр Робота хăйĕн сăмахĕнче спецназовецсем хăйсене шанса панă ĕçе яваплăха туйса пурнăçланине палăртнă, ĕçтешсене пурне те патшалăх наградисене парса чысланине асăннă. Специалистсем 15 хут хаяр вăрçă пынă тапхăрта службăра пулнине аса илнĕ, малашне те пурне те тӳрĕ кăмăлпа ĕçлеме пилленĕ. Чăваш Ен Пуçлăхне Управленийĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă. Паянхи куна регионта пĕтĕмпе тĕрмене лекнисене 6 пин çынна шута илнине, Раççей шайĕнче вĕсене ĕçпе тивĕçтернин кăтартăвĕпе чи ăнăçлисен шутĕнче Чăваш Республики пулнине пĕлтернĕ. Пĕлтĕрхи çул тĕрмере пурăнакансем пĕтĕмпе 823 млн. тенкĕлĕх таварсем калăпланине асăннă.  Федерацин айăплава пурнăçлакан службин Чăваш Республикинчи Управленийĕн ятарлă вăйсем (спецназ) республика Пуçлăхне çар хăнăхăвĕсен уйрăм саманчĕсемпе паллаштарнă. Хыççăн ертӳçĕсем спецназовсене хатĕрлесе тăратмалли ятарлă тумтирне, вĕсен хĕç-пăшалĕсене пăхса тухнă. Службăн ятарлă учреждени пур, спецназовсем валли кирлĕ пек пур условисене те çителĕклĕ хатĕрленĕ, техника та пĕтĕмпех паянхи пурнăçпа тӳр килет. Тĕплĕнрех 



14 января 2016
16:24
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter