Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев регионти строительство комплексĕнче, çул-йĕрпе кредит-финанс организацийĕсенче тăрăшакан ертӳçĕсемпе ĕçлĕ канашлу ирттернĕ

 


Кăрлач уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев регионти строительство комплексĕнче, çул-йĕрпе кредит-финанс организацийĕсенче тăрăшакан ертӳçĕсемпе ĕçлĕ канашлу ирттернĕ. Палăртнă мероприятине РФ Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, Чăваш Ен вице-премьерĕ Михаил Резников хутшăннă. «Республика экономикин тĕп çăл-куçĕсенчен пĕри строительство индустрийĕ шутланать. Маларах палăртнă 2015-мĕш çул пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх регионта пĕтĕмпе 840 пин тăваткал метр çурт-йĕр хута янă, 2014-мĕш çулхипе танлаштарсан кăтарту 98 процент. Строительство пайĕнче ĕç-пуç аван пырать, социаллă ушкăнри çынсене хваттерсемпе тивĕçтерессипе йышăннă патшалăх программи те кирлĕ пек шайра пурнăçланать. Республикăра пурăнакан 4 пин те 800 çемье пĕлтĕрхи çул хăйсен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатнă. Вăл шутра: вăрçă ветеранĕсем, нумай ачаллă çемьесем, тăлăха юлнă ачасем.    Эпир пĕтĕмпех хамăр çине илнĕ яваплăха туллин пурнăçлатпăр, 2 миллиард та 900 миллион ытла укçа-тенкĕ социаллă ушкăнри çынсене çурт-йĕрпе тивĕçтерме уйăрнă», - тесе каланă Михаил Игнатьев, малашне тата та патшалăх программисене активлăрах хутшăнма чĕнсе каланă. «Эконом-класлă çуртсене ытларах хута яма тăрăшмалла», - тенĕ калаçăва малалла тăснă май Михаил Игнатьев. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев строительсене тата предпринимательсене кăçалхи 2016-мĕш çулта обществăлла инфратытăма аталантарма финанс тĕлĕшĕнчен 8 млрд.550 млн. тенкĕ куçассине пĕлтернĕ.  Палăртнă укçа-тенкĕрен 661 млн тенки вара нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсав ĕçĕсене йĕркеленĕшĕн пухăннă пулăшу пулнине палăртнă.  Кунсăр пуçне тата та тепĕр ырă хыпар çинче чарăнса тăнă: «Патшалăх корпорацийĕ – Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайне реформăлакан фонд Чăваш Республики тăратнă заявкăна йышăннă, пурăнма юрăхсăра тухнă авариллĕ çуртсенчен хăтарса çынсене хăтлă хваттерсемпе тивĕçтерме йышăннă программăпа ĕçлеме 109 млн. тенкĕ куçарса пама килĕшнĕ», - тесе пĕлтернĕ Михаил Игнатьев. Чăваш Республикин строительство министрĕ Олег Марков хăйĕн сăмахĕнче  мĕнпур хăпартса лартнă çурт-йĕрсенчен 64,6 процентне организацисем ĕçленине палăртнă, чи ăста ĕçлекеннисене асăннă. Вĕсем: «СУОР» ТМЯО, «Стройтрест №3» АХО, «Иско-Ч» АУО, «Отделфинстрой и Партнеры», «Фирма «Старко» ТМЯО тата ыттисем те. Строительствăпа монтаж ĕçĕсене вара ытларах çак организацисем пурнăçланă: «СУ-ИНКОСТ» ТМЯО, «СУ-20» ТМЯО, «ТУС» АХО, «СК «Центр» ТМЯО, «Мастерстрой» ТМЯО. Министр тата çакна та каласа хăварнă, строительство ĕçĕсене пурнăçлама çĕрсене те пĕтĕмпех уйăрса хунине, çитес пилĕк çул валли лайăхах çитнине пĕлтернĕ. Хальхи вăхăтра регионта пĕтĕмпе пысăк 56 проект пурнăçа кĕрсе пырать, вĕсене валли 2 пин га патнелле çĕр те хатĕрленĕ. Паянхи куна çĕрсемпе çыхăннă ыйтусене кĕске вăхăт хушшинче ĕç хучĕсене йĕркене кĕртсе пĕтерме пулнине палăртнă министр хăйĕн сăмахĕнче. Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов докладра кăçал пĕр шкул хута яма, унсăр пуçне тата икĕ шкул хăпартса лартма тытăнмаллине пĕлтернĕ, 2020-мĕш çулччен регионта иккĕмĕш сменăпа шкулсенче вĕрентессине пĕтĕмпех пăрахăçламаллине асăннă. Çĕрпӳ хулинче «Южнăй» тата Шупашкарти «Гладкова» пĕчĕк районсенчи проектсене Раççей Строительство министерствин реестрне кĕртсе хăварнине аса илнĕ.  Регионти çул-йĕр ыйтăвĕсемпе Чăваш Республикин транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Владимир Доброхотов тĕплĕн паллаштарнă. Министр каланă тăрăх, пĕтĕмпе автомашина çулĕсене тасатма 310 техника çула тухнине пĕлтернĕ. Кăрлач уйăхĕн 13-мĕшĕнче 14:00 сехет тĕлне республикăра çил-тăвăл хыççăнхи  çулсене пĕтĕмпех тасатса çитернине, нимĕнле чăрмавсем те кăлтăксем те пулманнине асăннă. «Асăннă службăн тухăçлă ĕçлемелле, водительсен те çул-йĕр правилисене лайăх пăхăнмалла», - тенĕ Михаил Игнатьев. Министр 2015-мĕш çулхи ĕç кăтартăвĕсем пирки те тĕплĕн чарăнса тăнă.  Пĕлтĕр пĕтĕмпе 100 çухрăм çул-йĕре тĕпрен юсаса сарнă, кунсăр пуçне çурт-йĕрсем таврашĕнчи çулсене 269 объектра тирпейленĕ. Шупашкарти çуртсен картишĕнчи çулсене - 41,  хваттерсем патне ятарласа пымалли çулсене 59 объект çинче пурнăçланă. Плана туллин пурнăçлани куçкĕретех. Михаил Игнатьев Чăваш Республикин çул-йĕр карттине йĕркеленĕренпе укçа-тенкĕпе çыхăннă лару-тăру аван пулса пынине палăртнă, çакă пĕтĕмпех районсемпе хуласенче автомашина çулĕсене вăхăтра тирпейлеме май панине асăннă. Канашлура пысăк хăвăртлăхпа çӳретмелли чукун çул (ВСМ 2) регионта хута ярасси пирки ыйтăва та пăхса тухнă, строительсене, çул саракансене ĕçе кӳлĕнме хатĕр пулмаллине каланă. Тĕплĕнрех





14 января 2016
09:50
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter