"Ял ĕçченĕ" хаçат та хăйĕн вулаканĕсене районти хыпарсене, ăçта мĕн пулса иртнине вăхăтра пĕлтерсе тăма тăрăшать

Ку эрнере Раççей тата Чăваш пичечĕсен кунне уявлатпăр.

Этем чун апачĕсĕр пурăнаймасть. Хаçат-журнал вара шăпах çавăн шутне кĕрет. Ачаран вулама хăнăхнă çын çак туртăмран ĕмĕр тăршшĕпе те уйрăлмасть. Хаçат-журналтан куллен çĕнĕ хыпарсем пĕлекенĕн тавракурăмĕ те пысăкланать, пурнăçпа та тан утать.

Акă "Ял ĕçченĕ" хаçат та хăйĕн вулаканĕсене районти хыпарсене, ăçта мĕн пулса иртнине вăхăтра пĕлтерсе тăма тăрăшать. Хаçат район аталанăвне хăйĕн тỹпине хывма тимлет, райадминистрацин, депутатсен, коллективсемпе уйрăм ĕçченсен ĕçне-хĕлне анлăн кăтартать, социаллă пурнăçпа экономика ыйтăвĕсене çутатассине те пысăк вырăна хурать. Çĕршыв, республикăпа район бюджечĕсене, патшалăх программисене пурнăçлас тĕлĕшпе районта мĕнле ĕçленипе паллаштарасси те тĕп ыйтусенчен пĕри. Çавăн пекех районти чи пултаруллă та пуçаруллă çынсем, коллективсенче малта пыракансем, инвести проекчĕсем епле пурнăçланни тата çĕнĕлĕхсем çинчен те журналистсем нумай çыраççĕ. Обществăлла корреспондентсем те хастар хутшăнаççĕ çак пархатарлă ĕçе. Районпа республика пурнăçĕсĕр пуçне, вĕсен тулашĕнчи ĕç-хĕлпе те, политика, культура ыйтăвĕсемпе те кăсăкланаççĕ вулакансем. Вĕсен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерессине хаçатра ĕçлекенсем хăйсен тĕп ĕçĕ тесе шутлаççĕ.

Кăçалхи пĕрремĕш çур çулхи çырăнтару пĕтĕмлетĕвĕсем те çакна лайăх çирĕплетсе параççĕ. Уйрăмах Кармалпа Тушкил çыхăну уйрăмĕсен ĕçченĕсем пысăк тав сăмахне тивĕç. Вĕсем 2015 çулăн пĕрремĕш çур çулхи çырăнтару кăтартăвĕсене пурнăçлама пултарнă. Тăрмăш, Йăнтăрчă, Тăвай тата Енĕш Нăрваш почта уйрăмĕсем "Ял ĕçченĕ" çырăнтарассипе аван ĕçлени курăнать. Мучар, Тĕмер тăрăхĕсенче пурăнакансемпе унти почтальонсем те хастар.

2016 çулхи январь-июнь уйăхĕсенче район хаçатне илсе тăма иртнĕ çур çулăн хакĕсемпех çырăнтараççĕ. "Ял ĕçченĕ" хаçатпа туслă юласса, халичченхи вулакансем çумне ăна çĕнĕрен çырăнакансем те хушăнса пырасса шанас килет. 6 уйăхра хаçатăн 51 номерĕ тухать. Апла-тăк унăн пĕр номерĕ почта урлă çырăнакансемшĕн 7 тенкĕ те 20 пус кăна тăрĕ. Ăна кăларма редакци ĕçченĕсен мĕн чухлĕ вăй хума тивнине тата почтальонсем хаçата киле çитерсех панине шута илсен, ку суммăна нумаях та мар теме пулать. Çур çулшăн тỹрех 367 тенкĕ те 32 пус кăларса хума йывăртарах пулсан, пĕрер, виçшер уйăхлăха та çырăнма пулать. Район центрĕнче пурăнакансем, ялсенчен Тăвайне куллен ĕçе çỹрекенсем вара район хаçатне редакцирен е "Чăваш пичет" киоскĕнчен те илсе тăма пултараççĕ. Çапла тусассăн вăл вĕсемшĕн чылай йỹнĕрехе - çур хака кăна ларĕ.

"Ял ĕçченĕ" хаçата çырăнăр, вулăр, пурнăç уттинчен ан юлăр!

Журналистсемпе обществăлла корреспондентссем, пичет ĕçĕн ветеранĕсем, хаçат тусĕсемпе вулаканĕсем! Сире Раççей тата Чăваш пичечĕн кунĕсемпе чун-чĕререн саламлатăп, пурнăçра тата пултарулăх ĕçĕнче ăнăçусем, аталанупа ырлăх-сывлăх сунатăп.

Л.ЯККУ, хаçатăн тĕп редакторĕ.



15 января 2016
10:51
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter