Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей тата Чӑваш пичечӗн кунӗ ячӗпе саламлани

Хисеплӗ журналистсем, издательсем тата  полиграфистсем!

Сире Раҫҫей тата Чӑваш пичечӗн кунӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп!

2016 ҫул – Чӑваш Ен журналисчӗсемшӗн паллӑ тапхӑр – «Хыпар» хаҫатӑн пӗр­ремӗш номерӗ кун ҫути курнӑранпа 110 ҫул ҫитет. Чӑваш журналистикин никӗслевҫи Ни­колай Васильевич Никольский: «Хаҫат тӑрӑх ырра вӗренесчӗ», – тесе палӑртнӑ.

Хаклӑ туссем! XXI ӗмӗрте ҫав пехиле сыхласа упрани пысӑк пӗлтерӗшлӗ! Рес­публикӑра пурӑнакансем патне инфор­мацие мӗнлерех туллин те тӗрӗс тата вӑ­хӑтра илсе ҫитересси сирӗн ӗҫри ӑсталӑхӑртан тата пысӑк яваплӑхӑртан килет. Ҫакӑ вара юлаш­кинчен пирӗн ҫынсен социаллӑ хӑй туйӑмлӑхӗшӗн, регионти тата пӗтӗм ҫӗр­шыври обществӑпа политика лару-тӑрӑвӗн ҫирӗплӗхне сыхласа упрассишӗн питех те пӗлтерӗшлӗ.

Чӑваш Енре 2016 ҫула Ӗҫ ҫынни ҫулталӑкӗ тесе пӗлтернӗ. Хӑвӑр хатӗрлекен статьясемпе сюжетсенче эсир куллен Чӑваш Ен ҫыннисен ӗҫри ҫитӗнӗвӗсем ҫинчен каласа кӑтартатӑр, ҫемье хаклӑхӗсене пропа­ган­дӑлатӑр тата ӗҫе юратса хисеплеме вӗрентетӗр.

Хӑвӑр ӗҫӗре пӗтӗм чунтан парӑнса пурнӑҫлакан сӑмах ӑстисем, эпӗ сире ҫирӗп тӗллевлӗ, принциплӑ пулнӑшӑн, тӳрӗ кӑмӑлӑршӑн тата уҫӑ чунлӑхӑршӑн чӗререн тав тӑватӑп. Сире пула республикӑра уҫӑ информаци политики тухӑҫлӑн пур­нӑҫ­ланать, влаҫпа общество хушшинче усӑллӑ хутшӑну йӗркеленнӗ. Ҫак пӗр-пӗрин шухӑш-кӑмӑлне пӗлме пулӑшакан ырӑ ҫыхӑну патшалӑх влаҫӗн органӗсене тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсене Чӑваш Енре пурнӑкансен ырлӑхӗшӗн тӑвакан йышӑнусене вӑхӑтра ҫирӗплетме май парать.

Сирӗн ӗҫ кӑтартӑвӗсем Раҫҫей шайӗнче пысӑк хак илеҫҫӗ. Чӑваш Енри икӗ пысӑк телерадиокомпанийӗн «Кунтан - тӑван килелле» пӗрлехи проектне Пӗтӗм Раҫҫейри «ТЭФИ-Регион» 2015 телевидени конкурсӗнче «Телевиденири докумен­тал­лӑ фильм»  номинацире чи лайӑххи тесе йышӑннӑ.

Ҫапах та сирӗн ӗҫӗр тухӑҫлӑхне ҫирӗплетекен тӗп паллӑ республика шайӗнчи кӑларӑмсемпе район хаҫачӗсен тиражӗсене сыхласа хӑварни, теле- тата радиоауди­торисене ӳстерни шутланать.

Чӑваш Ен Правительстви сире малалла та пур енлӗн пулӑшса пырӗ тата сирӗн шухӑш-кӑмӑлӑра шута илӗ. Журналистсене, полиграфистсемпе издательсене хав­ха­лану, пултарулӑх ӗҫӗнче иксӗлми хӗрӳлӗх, ҫитӗнӳсем тата ӑнӑҫлӑ аталану сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                   М.Игнатьев

 



15 января 2016
17:08
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter