Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей тата Чăваш пичечĕн кунне халалласа ирттернĕ савăнăçлă мероприятине хутшăннă

 


«Хăвăр ĕçĕре пĕтĕм чунтан парăнса пурнăçлакан сăмах ăстисем, эпĕ сире çирĕп тĕллевлĕ, принциплă пулнăшăн, тӳрĕ кăмăлăршăн тата уçă чунлăхăршăн чĕререн тав тăватăп. Сире пула республикăра уçă информаци политики тухăçлăн пур­нăç­ланать, влаçпа общество хушшинче лайăх хутшăну йӗркеленнӗ. Çак пĕр-пĕрин шухăш-кăмăлне пĕлме пулăшакан ырă çыхăну - патшалӑх влаçĕн органĕсене тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене Чăваш Енре пурăнакансен ырлăхĕшĕн тăвакан йышăнусене вăхăтра çирĕплетме май парать», - тенĕ Михаил Игнатьев Раççей тата Чăваш пичечĕн кунне халалласа ирттернĕ савăнăçлă мероприятинче. Паллă пулăм кăрлач уйăхĕн 16-мĕшĕнче Шупашкарти Чăваш патшалăх филармонийĕнче иртнĕ. Уява Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ Алла Салаева, Чăваш Республикин информаци политикин министрĕ Александр Иванов, Чăваш Республикин финанс министрĕ Светлана Енилина, Чăваш Республикин юстици министрĕ Надежда Прокопьева,  Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» Пĕтĕм Раççейри политика партийĕн Председателĕн Д.А.Медведевăн  регионти уйрăмĕн Обществăлла йышăну пӳлĕмĕн ертӳçи Николай Николаев, Чăваш Енри журналистсен пĕрлешĕвĕн председателĕ Валерий Комиссаров тата та ытти официаллă çынсем пуçтарăннă. «Кăçалхи çул – Чӑваш Ен журналисчӗсемшӗн паллӑ тапхӑр – «Хыпар» хаҫатӑн пӗр­ремӗш номерӗ кун ҫути курнӑранпа 110 ҫул ҫитет. Чӑваш журналистикин никӗслевҫи Ни­колай Васильевич Никольский: «Хаҫат тӑрӑх ырра вӗренесчӗ», – тесе палӑртнӑ. XXI ӗмӗрте ҫав сĕнĕве упрани пысӑк пӗлтерӗшлӗ! Рес­публикӑра пурӑнакансем патне инфор­мацие мӗнлерех туллин те тӗрӗс тата вӑ­хӑтра илсе ҫитересси сирӗн ӗҫри ӑсталӑхӑртан тата пысӑк яваплӑхӑртан килет. Ҫакӑ вара юлаш­кинчен пирӗн ҫынсен социаллӑ хӑй туйӑмлӑхӗшӗн, регионти тата пӗтӗм ҫӗр­шыври обществӑпа политика лару-тӑрӑвӗн ҫирӗплӗхне сыхласа упрассишӗн питех те пӗлтерӗшлӗ», - тенĕ хăйĕн ум сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Журналистсене пула, Чăваш Ен историне тĕп хуламăрта Шупашкарта Пăр керменне уçни, Европа чемпионатне ирттерни, производство объекчĕсене хута яни, Республика кунне йĕркелесе ирттернĕ мероприятисем халăх асне ĕмĕрлĕхех тĕплĕн кĕрсе юлнине палăртнă Михаил Игнатьев, паянхи пурнăç таппинче массăллă информаци хатĕрĕсемпе ĕçлекенсем умне çĕнĕрен те çĕнĕ тĕллевсем тухса тăнине асăннă. «Калăпăр, Чӑваш Енре 2016 ҫула Ӗҫ ҫынни ҫулталӑкӗ, Раççейре Кино çулĕ теме йышăннă. Хӑвӑр хатӗрлекен статьясемпе сюжетсенче эсир куллен Чӑваш Ен ҫыннисен ӗҫри ҫитӗнӗвӗсем ҫинчен каласа кӑтартатӑр, ҫемье хаклӑхӗсене упрама, ăна ытларах халăх хушшинче сарма,  ӗҫе юратма вӗрентетӗр», - тенĕ регион Ертӳçи, сăмаха май, уява пухăннисене республика çитĕнĕвĕсемпе паллаштарнă. «Юлашки тăватă çул хушшинче демографи лару-тăрăвĕ пĕр тан лайăх пулса пырать. Çĕнĕрен те çĕнĕ производствăсем хута каяççĕ, халăх валли ĕç вырăнĕсем хатĕрленеççĕ, регионăн инвестици илĕртӳлĕхĕ вăй илсе лайăхланса пырать, кăтарту тĕрлĕ рейтингра та малти вырăнсенче пулни куçкĕретех. Пĕчĕк пепкесем пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайнă тĕслĕхсем пачах та çук тесен те йынăш мар. Кун пирки Раççей Сывлăх сыхлавĕн министерстви те çирĕплетсех каланă. Кăтарту, паллах, пурне те савăнтарать», - тенĕ Михаил Игнатьев. Журналистсене малашне те ăнăçлă ĕçлесе пыма вăй-хал суннă, çитĕнӳсемпе лăпланса лармалла марине, ăна малашне те ӳстерсе пыма каланă. Уявра чи пултаруллă та хастар, ĕçре палăрнисене патшалăх наградисемпе чысланă. Чăваш Енри массăллă информаци хатĕрĕсенче тăрăшакансен пĕлтĕрхи çулăн ĕç кăтартăвĕсемпе Чăваш Республикин информаци политикин министрĕ Александр Иванов тĕплĕн паллаштарнă, «Советская Чувашия», Улатăрпа Вăрнарсен хаçачĕсем тата Çĕнĕ Шупашкарти «Грани» хаçат çитĕнӳсемпе палăрнине асăннă, «ТЭФИ–Регион» - 2015 Пĕтĕм Раççейри конкурсра Чăваш Енри ГТРК «Чувашия» журналисчĕ Валентина Поливцева, НТРК операторĕ Андрей Спиридонов, Виталий Баев (Мускав хули)  çĕнтерӳçĕ ята тивĕçнине пĕлтернĕ.  Вĕсене Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Алла Салаева Тав çырăвне парса чысланă. «Паян, чăннипех те çак зала пĕр пек шухăшлакансем пуçтарăннă. Пурте республика пурнăçĕшĕн, халăх ырлăхĕшĕн тăрăшаççĕ. Чăваш Ен çитĕнĕвĕсемшĕн, эпир хĕпĕртетпĕр, 2016-мĕш çул пире тата та çĕнĕ çитĕнӳсем илсе килессе те шанатпăр», - тенĕ Чăваш Республикин вице-премьерĕ. Хаваслă мероприяти уяв концерчĕпе вĕçленнĕ. Тĕплĕнрех



18 января 2016
10:11
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter