Çĕнĕ Шупашкарта Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Кубокне çĕнсе илессишĕн çăмăл атлетикăпа Пĕтĕм Раççейри спорт ăмăртăвĕ иртнĕ

Çĕнĕ Шупашкарта Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Кубокне çĕнсе илессишĕн çăмăл атлетикăпа Пĕтĕм Раççейри спорт ăмăртăвĕсем иртнĕ. 800 метр тăршшĕ дистанцире чупса мала тухнисене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата Олимп вăййисен кĕмĕл призерĕ Елена Николаева наградăсем парса хавхалантарнă. Михаил Игнатьев журналистсемпе калаçнă чухне, çак Пĕтĕм Раççей шайĕнче ирттернĕ спорт ăмăртăвĕсене пурĕ 900 ытла спортсмен  тĕрлĕ регионсенчен килсе çитнине асăннă, йĕркелӳçĕсене тата спорта кăмăл тăвакансене чун-чĕререн саламланă, çăмăл атлетика республикăра çав тери ăнăçлă аталаннине палăртнă. Аса илтеретпĕр, спорт ăмăртăвĕсене çулсерен Çĕнĕ Шупашкарти спорт комплексĕнче ирттереççĕ, объекта Федераци Правительстви пулăшнипе тата чăвашсен «ниме» мелĕпе йĕркелесе хута янă пулнă. «Çитĕнекен çамрăк ăру чемпионсене пăхса тĕслĕх илет. Куракансем хаваслă кăмăл-туйăм пĕрне-пĕри парнелеççĕ. Паянхи спорт ăмăртăвĕсене ытларах шкул ачисем килни те хавхалантарать», - тенĕ Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Олимп вăййисен кĕмĕл призерĕ, СССР тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ Елена Николаева. Çăмăл атлетикăпа Пĕтĕм Раççейри спорт ăмăртăвĕсене ирттернĕ май, Атăлçи федераци округĕнче те чемпионат иртĕ, унта тăватă ӳсĕмри ушкăнсем 32 комплект медале çĕнсе илессишĕн хăйсен вăйне виçĕç. Тĕплĕнрех



18 января 2016
08:36
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter