Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăвашпотребсоюз Канашĕн председателĕпе Валерий Павловпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

 


Кăрлач уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăвашпотребсоюз Канашĕн председателĕпе Валерий Павловпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче: «Чăвашпотребсоюз калăплакан таварсен пахалăхĕ пысăк шайра, экологи шайĕнчен та таса», - тенĕ. «Эсир туянакансен кăмăлне туллин тивĕçтеретĕр. Çакă ĕçри чи пысăк çитĕнӳ. Чăваш Ере пурăнакан халăх сире куçкĕретех шанать», - тенĕ вăл калаçăва малалла тăснă май. Чăвашпотребсоюз правленийĕн председателĕ Валерий Павлов хăйĕн докладĕнче пĕлтĕрхи çул общество ĕçĕн кăтартăвĕ 3 процента çити ӳснине, таварсене пĕтĕмпе 11 млрд. 100 млн тенкĕлĕх вырнаçтарнине асăннă. «Пĕлтĕр ял халăхне ял хуçалăх таварĕсемпе тивĕçтернĕшĕн пĕтĕмпе 658 млн. тенкĕлĕх укçа каялла тавăрса панă. Палăртнă пур тĕллеве те туллин пурнăçланă», - тенĕ Валерий Павлов. Паянхи пурнăç таппишĕн тĕрлĕ эмел курăкĕсене пухни пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине каланă. Ватăсемпе шкул ачисем пушă вăхăтра тĕрлĕ сиплĕ курăксене пухса организацине пама пултараççĕ. Куншăн, паллах, вĕсене кăштах та пулин пулăшу пулĕ, укçапа тивĕçтерĕç. Палăртма кăмăллă, Элĕк районĕнче пурăнакан 8-мĕш класра вĕренекен 800 кг сиплĕ курăк пуçтарнă, уншăн 30 пин текĕлĕх пулăшу илнĕ. Тата тепĕр шкул ачи Элĕк районĕнче пурăнаканскер 300 кг эмел курăкне пухса 9 пин тенкĕлĕх тупăш илнĕ. Çак районтах пурăнакан ватă пĕлтĕр 1 тонна типĕтнĕ сиплĕ курăка пухса 35 пин тенкĕлĕх тупăш илнине каланă. Пĕлтĕрхи çул организацийĕн пурлăхпа техника базине тĕпрен çĕнетсе улăштарма 200 млн. тенкĕлĕх тăкакланнине, çĕнĕрен 12 объект хута янине асăннă. Аякра вырнаçнă ялсенче суту-илӳ лаккисене çĕклесе лартнине, халăх патне кирлĕ таварсене вăхăтра илсе çитернине палăртнă. Регионта пĕтĕмпе 1300 лавкка, вĕсенчен 300-шне халăх сĕнĕвне шута илсе уçнине каланă ертӳçĕ. Кунсăр пуçне калаçу вăхăтĕнче суту-илӳ объекчĕсене ЕГАИС тытăмне çирĕплетес ыйту пирки те сăмах пуçарнă. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев организаци ĕçченĕсене курăмлă ĕçлесе пынăшăн тав сăмахĕсем каланă, малашне те çитĕнӳсемпе палăрма сĕннĕ. Тĕплĕнрех



19 января 2016
10:42
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter