Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци влаçĕн территори органĕсен тата хула округĕсен ертӳçисемпе канашлу ирттернĕ

Кăрлач уйăхĕн18-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата тĕрлĕ служба ертӳçисемпе кашни эрнере пулакан ĕçлĕ планеркăна ирттернĕ. Ĕçлĕ канашлăва пуçличчен чи малтан, Михаил Игнатьев регионта çил-тăман, юр вĕçтернине кура, кĕтмен çĕртен сиксе тухма пултаракан çутçанталăк асар-писерĕнчен сыхланма пур службăсем те хатĕр тăнине пĕлтернĕ. Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков хăйĕн докладĕнче хулара çулсене юрсенчен вăхăтра тасатнине палăртнă. Кăрлач уйăхĕн 17-мĕшĕнче Шупашкарта пĕтĕмпе 250 техника çулсене юртан тирпейлесе тасатма тухнă. Ертӳçĕ хăйĕн сăмахĕнче хулари çуртсем таврашĕнчи çулсем пирки ытларах чарăнса тăнă, пурăнакансем хăйсен машинисене кил-çурт таврашĕнче лартни техникăна юр сирме чăрмантарнине асăннă. Çавна пула та, уйрăм вырăнта юр куписене пуçтарма кăлтăксем пулнине каланă. Çĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Олег Бирюков вĕсен хулинче 22 ятарлă техника çула тухнине пĕлтернĕ. Чăваш Республикин çур-йĕрпе транспорт хуçалăхĕн министрĕ Владимир Доброхотов хăйĕн докладĕнче регионти çул-йĕрсем кирлĕ пек шайра пулнине, пур районсемпе хуласенче те юрсене вăхăтра тасатса тăнине асăннă, çил-тăвăл вăхăтĕнче пĕтĕмпе республикăра 450 техника ĕçленине палăртнă. Çулсем çинче машинăсем пухăнса кайнă юхăмсем пачах та пулманнине каланă. Михаил Игнатьев çул-йĕр техникине яланах вăхăтра кăларма хушнă. Промышленноç комплексĕн 2015 çулхи ĕç кăтартăвĕ пирки Чăваш Республикин экономика министрĕ Владимир Аврелькин каласа кăтартнă. Регионти промышленноç производствин индексĕ 96-97 процентпа танлашассине пĕлтернĕ. Республикăра электротехника тытăмĕ Раççей шайĕнче те курăмлă ĕçленине, хими пайĕнче вара пысăк инвестици проекчĕсем пурнăçа кĕнине, импорта улăштарас ĕç те аван пурнăçланнине асăннă. 2015-мĕш çулта регионти промышленноç организацийĕсем пĕтĕмпе федераци бюджетĕнчен патшалăх пулăшăвне 518 млн. тенкĕлĕх усă курнине, ăна кура республикăра çынсене валли 1000 ĕç вырăнĕ хатĕрленнине, палăртнă тытăмра ĕçлекенсен уйăхсерен тухакан вăтам ĕç укçи 22 пинпе танлашнине пĕлтернĕ. Министр тата çакна та палăртса хăварнă, 2016-мĕш çул ытти çулсемпе танлаштарсан çăмăлах мар пулассине, пысăкрах инвестици проекчĕсем пĕчĕкленессине, паянхи рынокра тытăнса тăма йывăрлансах пынине асăннă. Кун пек йывăр лару-тăруран тухас тесен, тăкансен пайне пĕчĕклетме, çĕнĕрен мĕнпур ĕç пайне пăхса тухма сĕннĕ. Чи пахи вара партнерсемпе нумай çул хушши пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕçлемелли ĕç хучĕсене алă пусса çирĕплетни пулнине палăртнă. Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов хăйĕн докладĕнче регионта ял хуçалăх пайĕ кирлĕ пек шайра аталанса пынине, таварсен калăпăшĕ 2014-мĕш çулхипе танлаштарсан 106 процента çитнине ырă хыпара пĕлтернĕ. Усă курман çĕр пайĕсене пусă çаврăнăше кĕртес ĕç туллин пурнăçланнине, кăтарту ӳснине палăртса хăварнă, паянхи кун тĕлне пĕтĕмпе регионта ял хуçалăх валли 573,7 пин га çĕре тĕрлĕ культурăна акса çитĕнтерме тирпейленине каланă. Атăлçи  федераци округĕпе илес пулсан, пирĕн республикăра çăнăх, çăкăр, çĕр улми, сысна аш какайĕ тата ытти таварсен хакĕсем самай пĕчĕк пулнине палăртнă. Ял хуçалăх пайĕнче ĕçлекенсен ĕç укçи 14 пинпе танлашнине, кăтарту 204-мĕш çулхипе танлаштарсан 12,9 процента çити хăпарнине асăннă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ытларах ял хуçалăх таварĕсене калăплассипе ĕçлеме хушнă. Чăваш Республикин спорт министрĕ Сергей Шелтуков иртнĕ эрнере Шупашкарта  спорт енĕпе 5 мероприяти, вĕсенче пĕтĕмпе 2 пин çын ытла  хутшăннине каланă. Палăртма кăмăллă, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн парнисене çĕнсе илессишĕн çăмăл атлетикăпа пĕтĕм Раççей шайĕнчи спорт ăмăртăвĕсене кăрлач уйăхĕн 15-17-мĕш кунĕсенче Çĕнĕ Шупашкарта 911 спортсмен хутшăннă. Чăваш Енри спортсменсем пĕтĕмпе 43 медале тивĕçнĕ, 11 регион хушшинче Чăваш Республикин ушкăнĕ хисеплĕ пĕрремĕш вырăна йышăннă.   Михаил Игнатьев Раççей пĕрлештернĕ ушкăнĕн тренерсен штабĕ биатлонпа команда йышне çирĕплетнине асăннă. «Ăмăртусем кăрлач уйăхĕн 21-24-мĕш кунĕсенче Итали Антхольцĕнче иртĕç. Хĕрарăмсен ушкăнне Чăваш Ен биатлонистне Татьяна Акимовăна (хĕр хушамачĕ Семенова пулнă)  кĕртнĕ. Ку çав тери пысăк чыс пирĕн регионшăн. Кун пек ентешсемпе пирĕн мăнаçланма та май пур. Ку чăн-чăн çĕнтерӳ», - тесе каланă Михаил Игнатьев.



19 января 2016
09:43
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter