Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администраци Ертӳçи Юрий Васильев Раççей Федерацийĕн наркотиксен çаврăнăшне тĕрĕслесе тăракан службин Чăваш Республикинчи Управленийĕн коллегийĕн анлă ларăвне хутшăннă

 


Кăрлач уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администраци Ертӳçи Юрий Васильев Раççей Федерацийĕн наркотиксен çаврăнăшне тĕрĕслесе тăракан службин Чăваш Республикинчи Управленийĕн коллегийĕн анлă ларăвне хутшăннă. Палăртнă мероприятине право хуралĕнче тăрăшакансем, ĕç тăвакан влаç органĕсенче ĕçлекенсем, вырăнти хăй тытăмлăх пайĕнче вăй хуракансем пухăннă. Канашлура Раççей Федерацийĕн наркотиксен çаврăнăшне тĕрĕслесе тăракан службин Чăваш Республикинчи Управленийĕн пуçлăхĕ Евгений Барсуков генерал-майор службăн пĕлтĕрхи çулăн ĕç кăтартăвĕсемпе тĕплĕн паллаштарнă. Наркотиксене регионта сарăлассинчен асăрханса ирттернĕ мероприятисене пула, республикăра палăртнă ыйтупа лару-тăру аван пулнине асăнса хăварнă. Наркăмăшлă эмелсене ĕçсе аптранă çынсен тĕслĕхĕ пĕчĕк пулнине палăртнă. Апла пулсан, Чăваш Енре наркотика мĕнпур халăх хирĕç тăни куçкĕретех.  «Ĕç пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, Атăлçи федераци округĕнче пирĕн республикăн ĕç кăтартăвĕ лайăх, ыттисемпе танлаштарсан 1,6 хут сахал пулни те çакнах çирĕплетсе парать», - тенĕ асăннă служба ертӳçи Евгений Барсуков. Çамрăксем хушшинче асар-писер наркотика хирĕçлени те çав тери паха.  Калăпăр, 2015-мĕш çулта пĕтĕмпе республикăра наркотикпа çыхăннă йĕркене пăснă 858 тĕслĕхе тупса палăртнă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администраци Ертӳçи Юрий Васильев çӳлерех палăртнă служба ĕçне пысăка хурса хакланă. «Çакăн пек пысăк кăтарту - Управленийĕнче ĕçлекенсем хăйсем çине илнĕ пур ĕçе те яваплăха туйса ĕçленине кура пулса пырать, малашне те палăртнă ыйтăва çирĕп тĕрĕслеве илсе, тухăçлă ĕçлесе пыма сĕнетĕп», - тесе каланă республикăри пур службăсенче те тăрăшакансене. Наркотик им-çампа иртĕхсе усă курнине хирĕç тата вĕсен саккунсăр çаврăнăшне хирĕç кĕрешес ĕçре пысăк витĕм кӳнĕ Игорь Кузовчикова Раççей Федерацийĕн наркотиксен çаврăнăшне тĕрĕслесе тăракан Чăваш Енри Управленийĕн пуçлăхĕн пулăшуçине, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн Тав çырăвне тата алла çыхмалли сехете асăнмалăх парса чысланă. Паянхи  мероприятире ыттисене те наградăсем парса хисеп тунă. Тĕплĕнрех



20 января 2016
14:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter