Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кăрлач уйăхĕн 21-мĕшĕнче ĕçлĕ визитпа Мускав хулинче пулнă

 Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кăрлач уйăхĕн 21-мĕшĕнче Мускав хулинче, унта вăл ĕçлĕ тĕлпулусем ирттерме палăртнă.  Михаил Игнатьев Мускавра «Московский комсомолец» хаçат редакцине кĕрсе тухнă, тĕп редакторпа Павел Гусевпа регионăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн малашнехи çул-йĕрĕ пирки канашланă, пĕлтĕрхи çулăн ĕç пĕтĕмлетĕвĕсене, туризма аталантарассипе çыхăннă ыйтусене сӳтсе явнă. Тĕплĕ калаçăвăн хыпарĕ «Московский комсомолец» федераллă хаçатăн регионти çитес номерĕнче пичетлесе тухĕ. Вулакансем хаçатра кăрлач уйăхĕн 26-мĕшĕнче тухакан материалпа тĕплĕнрех паллашма пултараççĕ. Тĕплĕнрех



21 января 2016
15:34
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter