Чăваш чĕлхи тавра – çавра сĕтел

2016 çулхи кăрлач уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш наци конгресĕнче «Хальхи тапхăрта чăваш чĕлхипе культурине упраса хăварасси тата аталантарасси: çивĕч ыйтусем тата малашлăх» темăпа çавра сĕтел иртрĕ. Çавра сĕтеле чăваш чĕлхин специалисчĕсем, Ваттисен Канашĕн хастарĕсем, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн чăваш чĕлхипе литератури кафедрин пуçлăхĕ А.С. Егорова, Ю.М. Виноградов доцент тата наци вĕрентĕвĕн пуçлăхĕ И.А. Степанова хутшăнчĕç. Калаçу хальхи вăхăтра Чăваш Республикинчи чĕлхе лару-тăрăвĕ, чăваш чĕлхипе культурин лару-тăрăвне лайăхлатма кирлĕ сĕнÿсен йышăнăвне хатĕрлесси, чăваш наци конгресĕн чăваш чĕлхине упраса хăвармалли программин проектне 2016-2020 çулсем валли тăвасси тавра пулчĕ.

Источник: БОУ ДПО (ПК) С "Чувашский республиканский институт образования" Министерства образования и молодежной политики Чувашской Республики



21 января 2016
11:04
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter