Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕн Çумĕпе Ольга Голодецпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

 


Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕн заместителĕпе Ольга Голодецпа тĕл пулнă. Ĕçлĕ тĕлпулу вăхăтĕнче сывлăх сыхлав тытăмне аталантарас, шкулти вĕрентỹ тытăмне модернизацилес, шкул ачисен сывлăхне упрама тата тĕреклетме ку чухнехи условисем туса парас, вĕсенче сывă пурнăç йĕркине çирĕплетес ыйтусене сỹтсе явнă. Михаил Игнатьев республикăри демографин тĕп кăтартăвĕсемпе паллаштарнă. Юлашки çулсенче республикăра сывлăх сыхлавĕн инфраструктури палăрмаллах лайăхланнине палăртнă. Ольга Голодец республикăра ачасем пĕчĕкле вилнин кăтартăвĕсем чи пĕчĕккисенчен пĕри пулнине, ку енĕпе Чăваш Ен РФ субъекчĕсем хушшинче I вырăнта тăнине асăннă. Тĕлпулура социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсем тумашкăн укçа-тенкĕпе тивĕçтерес ыйтусене сỹтсе явнă. Ольга Голодец федераци укçи-тенкипе пирваях проектсене пурнăçа кĕртме хăйсем те хутшăнакан тата строительствăна малтанласа хăйсен укçи-тенкипе пуçлакан регионсене парассине пĕлтернĕ. Республикăн онкологи диспансерĕн клиникин хирурги корпусне тума Чăваш Ене федераци бюджетĕнчен 363 млн. тенкĕ туллин пырса кĕрĕ. РФ Правительствин вице-премьерĕ Чăваш Енре обществăлла апатлану предприятийĕсем валли оборудовани кăларакан предприятисен ĕçĕпе те интересленнĕ. Тĕплĕнрех



22 января 2016
08:35
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter