Кăрлач уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри районсемпе хула администрацийĕсен ертӳçисемпе видеоканашлу ирттернĕ

 


Кăрлач уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри районсемпе хула администрацийĕсен ертӳçисемпе видеоканашлу ирттернĕ. Михаил Игнатьев  хăйĕн сăмахĕнче, муниципалитетсен ертӳлĕхĕсемпе 2015-мĕш çул ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнине, 2016-мĕш çул валли лартнă тĕллевсене пăхса тухнине асăннă. Федераци хыснинчен кĕрекен пулăшу 10 процента чакнине кура, харпăрхăй муниципалитетсен программисене тĕплĕн пăхса тухса йышăнса хăвармаллине каланă. 2015-мĕш çулта Чăваш Республикин республика бюджечĕн харпăр хăй тупăшĕ  104,2 процентпа танлашнине, 2014-мĕш çулхипе илсен кăтарту ӳсни куçкĕретех пулнине палăртнă. «Республика хăй çине илнĕ пур ĕçе те туллин пурнăçланă. Кăтартупа лăпланса лармалла мар.  Кашни муниципалитет малашнехи çул-йĕре çирĕп палăртса хумалла. Приоритетлă ыйтусене маларах татса памалла. Проектсенчен хăшĕ чи пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине лайăх пĕлмелле», - тесе çирĕп асăрхаттарнă регион Ертӳçи. Ĕçлĕ канашлăва пухăннисемпе пĕрле Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕн çумĕпе Ольга Голодецпа тĕплĕ калаçу ирттернĕ самант пирки чарăнса тăнă.  2016-мĕш çулта шкулсем хута яма федераци бюджетĕнчен 50 млрд тенкĕ пулăшу куçассине аса илнĕ. РФ Правительствин йышăнăвĕпе килĕшӳллĕн, асăннă укçа шкула хута ярсан тин, куçасси паллă пулнине пĕлтернĕ. «Паян палăртнă ыйтупа муниципалитетсенче ĕçе кӳлĕнмелле. Укçа куçарса парассине кĕтсе лармалла мар, объекта хăпартса лартма пуçламалла. Пуласлăхра тăкаланнă укçа-тенкĕне пĕтĕмпех  федераци, республика хыснинчен саплаштарĕç. Енчен те 2016-мĕш çулта регионсем куçарса панă укçапа туллин усă курмасан, вĕсем федераци бюджетĕнче тăрса юласси те паллă», - тесе çирĕп асăрхаттарнă Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Видеоканашлура Михаил Игнатьев хăй ячĕпе Хĕрлĕ ялав Тĕп çар округĕн  Командующийĕнчен Владимир Зарудницкийĕнчен Тав çырăвĕ килсе çитнине асăннă.  Çырура Чăваш Республикинчи çар комиссариатне  витĕм кӳнĕшĕн ырласа тав сăмахĕсем  çырнине пĕлтернĕ.  Куншăн Михаил Игнатьев çар ретне тăма яшcене хатĕрлес ĕçре витĕм кӳнĕшĕн пурне те тав тунă.  Ĕçре хастарлăхпа палăрнисене Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председательне муниципалитетсене уйрăммăн палăртса хăварма сĕннĕ.  Регион Пуçлăхĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администраци Ертӳçин пĕрремĕш çумĕ – шалти политика Управленийĕн пуçлăхĕ пулма, Арсентьева Лариса Геннадьевнăна шаннине пĕлтернĕ.  Республикăра ертӳçĕсен должноçне  муниципалитет службисенче ĕçлесе хисепе тивĕçнисем пулнине асăннă. Лариса Арсентьева Шупашкар район администрацийĕнче ĕçе йĕркелесе пыракан Управлени пуçлăхĕ пулса 18 çул тăрăшнине каланă.  «Пĕрне-пĕри ăнланса ĕçлĕпĕр. Сире шанса панă ĕçе, эсир яваплăха туйса пурнăçласса ĕненетпĕр», - тенĕ Михаил Игнатьев.  2015-мĕш çулта регионта СМЭВ епле ĕçлени пирки Чăваш Республикин информаци политикин министрĕн çумĕ Александр Сидоренко тĕплĕн каласа кăтартнă. Палăртнă ыйтупа кирлĕ пек шайра ĕçлемен муниципалитетсене аса илсе хăварнă.  Федераци шайĕнче тăратнă ыйтусене вăхăтра тивĕçтерменнисем: Канаш, Етĕрне районĕсем тата Канаш хули. Михаил Игнатьев кăлтăксене çийĕнчех пĕтерме çирĕп асăрхаттарнă. Çула çитмен çамрăксем хушшинче преступлени тăвассинчен асăрханса ирттернĕ профилактика ĕçĕсем пирки Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов каласа кăтартнă. 2014-мĕш çулхипе танлаштарсан, 2015-мĕш çулта çамрăксем хушшинче йĕркене пăсакансен шучĕ ӳснине каланă. Видеоканашлура  Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Пăрачкав, Куславкка, Йĕпреç районĕсен администраци пуçлăхĕсен доклачĕсене итленĕ, палăртнă муниципалитетсенче çамрăксем хушшинче йĕркене пăснă тĕслĕхсен шучĕ пысăк пулнине асăннă. «Ачасем спортпа лайăх аталанччĕр тесе регионта сахал мар ĕç пурнăçланă. Ачасене хушма пĕлӳ парас ĕçе те тивĕçлĕ шайра йĕркеленĕ. Кашни шкул ачипе тĕллĕн ĕçлесен тин кăтартăва лайăхлатма пулать. Профилактика ĕçĕсене йĕркелесе пырассинче муниципалитет ертӳçĕсем уйрăмах яваплă. Ашшĕ-амăшĕсене тăтăшах ларусене чĕнмелле, йĕркесĕрлĕхе тупса палăртсан, вĕсене çийĕнчех пĕтересси çине тимлĕх уйăрмалла. Кун пек ĕçлесен тин ачасене йĕрке пăсассинчен чарма пулĕ», - тенĕ Михаил Игнатьев. Чăваш Республикинчи вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче граждансене харпăрхăй ыйтăвĕсемпе йышăннă ĕç кăтартăвĕпе  Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçин çумĕ - тĕрĕслев Управленийĕн  пуçлăхĕ Алексей Метелкин тĕплĕн паллаштарнă. Калăпăр, пĕлтĕр Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацине халăхран пĕтĕмпе 6086 çыру килнĕ. Кăтарту 2014-мĕш çулхипе танлаштарсан 35,6 процента çити ӳснĕ. Çынсем пурăнмалли çурт-йĕр, коммуналлă хуçалăх, экономикăпа социаллă сферăпа çыхăннă ыйтусене ытларах тăратни сисĕнет. Видеоканашлăва кĕртнĕ пур ыйтăва та тĕплĕн сӳтсе явнă, кашнинпех тивĕçлĕ йышăнусем туса хăварнă. Тĕплĕнрех



25 января 2016
11:13
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter