Чăваш Енре фитнес-аэробикăпа чемпионат иртнĕ

 


Кăрлач уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев фитнес-аэробикăпа чемпионата савăнăçлă лару-тăрура уçнă çĕре хутшăннă. Палăртнă мероприятине Я.Ухсай ячĕллĕ Культура керменĕнче ирттернĕ. Асăннă пулăма çавăн пекех Чăваш Республикин спорт министрĕ Сергей Шелтуков, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов хутшăннă. Пухăннисене саламланă май, Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче мероприяти çулсерен анлăн иртсе пынине, çав тери илĕртӳллĕ спорт уявĕ пулса тăнине каланă, спорта хутшăнма кăмăл тăвакансен шучĕ те куçкĕретех ӳссе пынине палăртнă. Уяв йĕркелӳçисене Михаил Игнатьев ырласа тав сăмахĕсем каланă, ашшĕ-амăшĕсене хăйсен ачисене спорта юратма вĕрентнĕшĕн тав тунă.  «Спорта куллен çӳрекесен характер тĕлĕшĕнчен çирĕпленсе вăйланса пыраççĕ, вĕсен сывлăхĕ те питĕ лайăх.  Чăваш Енре спорта çӳрекенсем валли спорт хатĕрĕсем çителĕклĕ, кулленех спорт объекчĕсем хута каяççĕ.  Экономика тĕлĕшĕнчен лару-тăру çăмăлах мар пулин те, физкультурăпа аталанса пыма кирлĕ пек пур условисем те  пур. Чăваш Енре пурăнакансем сывлăх енчен çирĕп пулмалла», - тенĕ вăл. Фитнес-аэробикăна аталантарса пырас ĕçре пысăк витĕм кӳнĕшĕн, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикинчи фитнес-аэробика федерацийĕн пĕрремĕш президентне Оксана Вербинăна Тав çырăвне парса чысланă.   Оксана Вербина Михаил Игнатьева, Чăваш Ен Правительствине, муниципалитет влаçне, спорта аталантарма пулăшнăшăн хавхаланса тав тунă, регионта фитнес-аэробикăн пуласлăхĕ çав тери пысăк пулнине каланă. Палăртса хăваратпăр, Чăваш Республикинче фитнес-аэробика чемпионата тăххăрмĕш хут ирттереççĕ. Кăçал палăртнă спорт уявне республикăри районсемпе хуласенчен пĕтĕмпе 600 ытла ача хутшăнса хăйсен кăмăлне тултарнă. Аса илтеретпĕр: Республикăри шкулсенче пĕтĕмпе фитнес-аэробикăпа тăватă уйрăм йĕркеленĕ, вĕсенче пĕтĕмпе 382 спортсмен вăй хурать, 7 тренер ачасене вĕрентет. 2015 çулта Чăваш Республикинчи фитнес-аэробика федерацине 208 пин тенкĕлĕх  субсиди мелĕпе пулăшу парса тивĕçтернĕ. Тĕплĕнрех 

 



25 января 2016
08:53
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter