Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей студенчӗсен кунӗ ячӗпе саламлани

Хаклӑ туссем!

Сире  Раҫҫей студенчӗсен кунӗ ячӗпе саламлатӑп!

 Вӗренӳ заведенийӗнче пӗлӳ илнӗ вӑхӑт, − чи кӑсӑкки те илӗртӳлли, вӑл асра юлакан ҫӗнӗлӗхсемпе тата ҫӗкленӳллӗ кӑмӑл-туйӑмран пуян. Кунта кашниех профессири пултарулӑха уҫса пама, ҫитӗнӳсем тума кирлӗ пӗлӳпе ӑсталӑха тӑ­рӑшса ӑша хывать.

Республикӑна пысӑк ӑсталӑхлӑ кадрсем кирлӗ. Чӑваш Ен Правительстви ҫам­рӑксене вӗренӳре тата ӗҫре хӑйсен пултарулӑхне туллин те тухӑҫлӑн уҫса памалли, яш-кӗрӗм вӑй-хӑватне аталантармалли лайӑх майсем йӗркелет.

Республикӑна инновациллӗ майсемпе аталантарасси  патшалӑх политикин тӗп тӗллевӗ пулса тӑрать. Пултаруллӑ ҫамрӑксене тупса палӑртмалли тата пулӑшса пы­малли ты­тӑма укҫа-тенкӗпе тивӗҫтерес енӗпе Чӑваш Ен федерацин Атӑлҫи окру­гӗнчи регионсем хушшинче малтисенчен пӗри шутланать. Пуҫаруллӑ ҫам­рӑк­сене пулӑшма, вӗсен пултарулӑхне аталантарма ҫулсерен вун-вун миллион укҫа-тенкӗ уйӑратпӑр. Ҫам­рӑксен пысӑк пӗлтерӗшлӗ тата ӑнӑҫлӑ проекчӗсем грант ме­лӗпе ук­ҫа-тен­кӗ пулӑшӑвне тивӗҫеҫҫӗ. Ҫак ӗҫсене малашне те бюджет укҫи-тенки шучӗпе пу­р­нӑҫласа пырӑпӑр.

Студентсем республика пурнӑҫне хастар хутшӑнни савӑнтарать. Ҫамрӑксен  ыркӑмӑллӑх юхӑмӗ аталанать. Паян регионти волонтерсен йышӗнче 42 пин ытла яш-кĕрĕм.  Ҫакӑ 2011 ҫулхипе танлаштарсан икӗ хут нумайрах. Доброволецсем пӗ­тӗм тӗнчери тата пӗтӗм Раҫҫейри акцисене хутшӑнаҫҫӗ, спортӑн тата культурӑн пы­сӑк  мероприятийӗсене ирттерме пулӑшаҫҫӗ.

Пӗлтӗр Чӑваш Ен Ҫамрӑксен правительствине туса хутӑмӑр, эпир вӑл ӑнӑҫлӑ ӗҫлессе шанса тӑратпӑр. Асра тытӑр: эпир сире айккинчен сӑнаса тӑракансем пек мар, Чӑваш Ен тата пирӗн юратнӑ Раҫҫей пуласлӑхне хывма тӳрремӗн хут­шӑ­на­кан­сен вырӑнне хурса йышӑнатпӑр.

Хисеплӗ студентсем! Хӑвӑр ума уҫӑ тата пӗлтерӗшлӗ тӗллевсем лартса малалла ҫирӗппӗн утӑмлӑр! Эпӗ сире шанатӑп тата эсир пирӗн Тӑван ҫӗршыва тата та вӑйлӑрах, лайӑхрах тума пултарасса ӗненетӗп! Сире пӗтӗм чун-чӗререн ҫирӗп сыв­лӑх, вӑй-хал, вӗренӳре ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тата телей сунатӑп!

              

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                М. Игнатьев



25 января 2016
09:58
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter