Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци влаçĕн территори органĕсен тата хула округĕсен ертӳçисемпе канашлу ирттернĕ

 Кăрлач уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кашни эрнере пулакан ĕçлĕ планеркăна ирттернĕ, кун йĕркипе килĕшӳллĕн çынна ерекен грипп чирĕ, социаллă пĕлтерĕшлĕ апат-çимĕç тавар хакĕсемпе çыхăннă ыйтусем пирки тĕплĕн канашланă, пĕлтĕрхи çулпа кăçалхи çулăн тавар хакĕсен кăтартăвĕсене тишкернĕ. Ĕçлĕ планеркăна Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсем, регионти федераци службисен, муниципалитетсен  ертӳçисем хутшăннă. Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче, çĕршывра Правительство шайĕнче кризиса хирĕç тăмалли ятарлă ĕç планне хатĕрленессине асăннă, калăпăр, 135 млрд. тенкĕ экономика пайне аталантарма ятарласа пăхса хунине асăннă. «Производствăна çĕклесе хăпартса пыма хушма инвестици явăçтармалла. Ку ĕçе пурнăçлама тĕллевлĕ сĕнӳсемпе пуçарусем пулмалла», - тесе каланă Михаил Игнатьев. Асăннă ыйтупа экономика министрне çивĕчрех ĕçлеме сĕннĕ. Çакăн пекех регион Ертӳçи васкавлă пулăшу памалли автомашинăсен паркĕ те пуянланассине асăннă, ку тĕллевпе 5 млрд тенкĕ куçассине пĕлтернĕ. Республикăра çĕнĕлле васкавлă пулăшу пама ирĕк паракан ятарлă проектпа килĕшӳллĕн, автомашинăсен паркне 85 процента çити инвестици шучĕпе çĕнетнине каланă. Федераци программине хутшăнма Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн ертӳлĕхне ятарлă предложенисем тăратма хушнă. Тата çакна та каласа хăвармалла, регионта индустри паркне хута яма, промышленноçа ураланма, импорта улăштарассипе хăватлă ĕçлекен предприятисене витĕм кӳме 4 млрд.350млн тенкĕ субсиди мелĕпе пулăшăва уйăрма пăхса хăварнине пĕлтернĕ Михаил Игнатьев. Чăваш Республикин экономика министерствине региона федераци хыснинчен укçа-тенкĕ явăçтарас тĕллевпе курăмлăн ĕçлеме хушнă. Кăрлач уйăхĕн 28-29-мĕш кунĕсенче Раççей Федерацийĕн Обществăлла палатăра Чăваш Ен презентациленнине Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ Алла Салаева пĕлтернĕ. Ку мероприятийĕн тĕп тĕллевĕ - региона ытларах та ытларах инвестици явăçтарасси, республикăн инвестици илĕртӳлĕхне ӳстересси, Чăваш Республикин тĕп хулин имиджне çӳлтен çӳле çĕклесе пырасси пулнине асăннă.  Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ  Алла Самойлова грипп чирĕсем пирки тĕплĕнрех чарăнса тăнă. Министр хăйĕн сăмахĕнче халăхра çынсене вакцинаци тунине кура, чирлекенсен шучĕ пысăк пулманнине палăртнă. Пулас амăшĕсемпе ачасем хушшинче чир вăраха каяссинчен асăрханса, ан чирлеччĕр тесе, уйрăмах вĕсемпе ытларах профилактика ĕçĕсене йĕркеленине палăртнă, вĕрентӳ учрежденийĕсенче пысăк йышпа пулакан мероприятисем ирттерме вăхăтлăха чарнине пĕлтернĕ. Михаил Игнатьев грипп вăхăтĕнче эпидсезон эмел хакне сăлтавсăр ӳстерсе ярассине çирĕп тĕрĕслеве илме хушнă. Таварсен хакĕсем пирки экономика министрĕ Владимир Аврелькинпа  ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов тĕплĕн каласа хăварнă. Экономика министрĕ хăйĕн сăмахĕнче 2014-мĕш çулхипе танлаштарсан, 2015-мĕш çулта таварсен хакĕсем пĕчĕкрех пулнине палăртнă. Пĕтĕмĕшле палăртас пулсан та, федерацин Атăлçи округĕнче пирĕн регионти таварсен хакĕсем чи пĕчĕкки пулнине асăннă, çĕршыв шайĕнче те пирĕн республикăра лару-тăру аван пулнине çирĕплетсе хăварнă. Ял хуçалăх министрĕ хăйĕн сăмахĕнче министерство таварсен хакĕсене куллен тĕрĕслесе ятарлă мониторинг йĕркелесе пынине палăртнă. Калас пулсан, ял хуçалăх тавар хакĕсем 12,3 процента çити ӳсни, Раççей шайĕнче вара 14 процента çити хăпарни сисĕнет. «Апат-çимĕç таварĕсен хакĕсем ӳсни - пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйту. Кун пирки региона пурăнакансем те пăшăрханаççĕ. Тĕлли-паллисĕр тавар хакне ӳстерсе ямалла мар, ыйтăва çирĕп тĕрĕслемелле», - тесе асăрхаттарса хăварнă Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.



26 января 2016
09:23
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter