Раççей студенчĕсен кунĕнче Чăваш Ен уçлăхĕ Михаил Игнатьев пуласлăх çамрăксенче темăпа çавра сĕтел мелĕпе йĕркеленĕ мероприятинче пулнă

 


Кăрлач уйăхĕн 25-мĕшĕнче Раççей студенчĕсен кунĕнче Чăваш Ен уçлăхĕ Михаил Игнатьев пуласлăх çамрăксенче темăпа çавра сĕтел мелĕпе йĕркеленĕ мероприятинче пулнă. Паллă пулăма республикăри тĕрлĕ вĕренӳ учрежденийĕсенчен пултаруллă яш-кĕрĕм килсе çитнĕ. Тĕплĕ калаçăва Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ Алла Салаева, Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов хутшăннă.  Чи малтан мероприяти ĕçне кӳлĕниччен, хăнасем строительство техникумĕн пултарулăхĕпе паллашнă. Ачасене апатлантармалли ятарлă уйрăма пăхса çаврăннă, вĕренӳ классĕсене кĕрсе курнă. Николай Андреев студент хăй суйласа илнĕ професси çав тери килĕшнине каласа кăтартнă регион Ертӳçине. Кăçал Чăваш Енре WorldSkills Russia чемпионатра кирпĕч хурассипе чи ăста та пултаруллă специалист ятне тивĕçсе çĕнтерӳçĕ пулса тăнине пĕлтернĕ. Михаил Игнатьев çамрăкăн ĕçне пысăка хурса хакланă. Çавра сĕтел хушшинче ертӳçĕсем Раççей студенчĕсен кунĕ ячĕпе пухăннисене ăшшăн саламланă. «Çамрăксене эпир яланах ĕненнĕ, вĕсене шаннă. Малашне те çакăн пекех пулĕ. Эпир сирĕн çине таянатпăр. Чăваш Республикин пуласлăхĕ сирĕн алăрта. Пуласлăхăр та сирĕн пысăк», - тенĕ Михаил Игнатьев студентсене саламланă май.  Сăмаха май, регион Ертӳçи кăçал Ĕç çыннин çулталăкĕ теме йышăнни пирки аса илнĕ. Ĕçлекен çынсене сума сунма вĕренмелле, вĕсен ĕçне хисеплемелле, патшалăх политики те çак ыйтусем çине пысăк тимлĕх уйăрма тĕллев лартать. Паянхи çитĕнекен ăру валли обществăра хăйсене тупма кирлĕ пек пур условисене те йĕркелесе çитернĕ. Паллах, сирĕнтен хăвăрăнтан мĕн пуласси нумай килет. Чи пахи тăрăшса лайăх вĕренесси», - тенĕ Михаил Игнатьев, студентсемпе канашланă, вĕсен шухăш-кăмăлĕ пирки ыйтса пĕлнĕ, çитĕнĕвĕсене сӳтсе явнă. Дарья Сотникова студентка Раççейри çамрăк студентсен отрячĕсем пирки каласа кăтартнă, тавракурăмлăха ӳстерме май панине асăннă. Чăваш Республики организаци йышĕпе Атăлçи федераци округĕнче малти вырăнта пĕрремĕш пулнине каланă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитнине палăртса йĕркеленĕ волонтерсен юхăмĕн активисчĕ Михаил Думилин Çĕнтерĕве халалласа ирттернĕ ĕçсем пирки тĕплĕн каласа хăварнă. «Ветерансемпе тĕл пулса канашлани, вăрçăн тумхахлă çулĕсем пирки тарăн пĕлни çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ пулчĕ», - тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче çамрăк волонтер. Атăлçи федераци округĕнче волонтерсен юхмĕ чи пысăк пулнине, пĕрремĕш вырăн йышăннине, Раççей шайĕнче вара пиллĕкмĕш хисеплĕ вырăнта тăнине пĕлтернĕ. Юрий Селиверстов Чăваш патшалăх культура институчĕн студентсен канашĕн председателĕ регионти вĕренӳ учрежденийĕсенчи канаш ĕçĕсем пирки тĕплĕн чарăнса тăнă. Çамрăксене аталанса пыма чăннипех пур условисем те çителĕклĕ пулнине çирĕплетнĕ. Çамрăк яш-кĕрĕм хăйсене кăсăклантаракан ыйтусем пирки регион Ертӳçине пĕлтернĕ. Республика Пуçлăхне çамрăксем çине пысăк тимлĕх уйăрнăшăн тав сăмахĕсем каланă. Леонид Белов техникум директорĕ хăйсем патне сумлă хăна ĕçлĕ визитпа килнĕшĕн савăннă, ертӳлĕхсенчен Михаил Игнатьев пĕрремĕш хăнара пулнине пĕлтернĕ. Ку вĕсемшĕн чăннипех те пысăк хисеп пулса тăнине каланă. Калаçăва пĕтĕмлетнĕ май, Михаил Игнатьев пуçаруллă çамрăксене, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине илме тивĕçнисене, свидетельствăсем парса чысланă, малашне те вĕренӳре çĕнĕ ӳсĕмсем тума.  Тĕплĕнрех 



26 января 2016
10:18
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter