Паян Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне тата Чăваш Ен халăхĕ патне Çырупа тухрĕ

Паян, январĕн 26-мĕшĕнче, 12 сехетре Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне Çырупа тухрĕ. Палăртнă мероприятие Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, регионти ĕç тăвакан влаç органĕсен, республикăри федерацин тĕрлĕ служба ертỹçисем, муниципалитетсен пуçлăхĕсем, ял тăрăхĕсен ертỹçисем, общество организацийĕсен пуçлăхĕсем, предприятисемпе организацисене ертсе пыракансем, массăллă информаци хатĕрĕсенче тăрăшакансем тата ытти официаллă çынсем хутшăннă. Çырура республика Правительствин, Патшалăх Канашĕн, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен тата предприятисемпе организацисен малашне аталантармалли çул-йĕрĕсен тĕп тĕллевĕсем палăртнă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Патшалăх Канашне янă Çырăва "Россия-24" каналăн тỹрĕ эфирĕн кăларăмĕнче тата Чăваш Наци теле-радио эфирĕсенче, унсăр пуçне Чăваш Республикин влаç органĕсен Официаллă порталĕнче çак адреспа www.cap.ru курнă тата итленĕ. Республика Пуçлăхĕ Патшалăх Канашне янă Çырăвăн телеверсийĕпе январĕн 26-мĕшĕнче каçхине 19 сехетре Чăваш Ен Наци телекуравĕнче, кăрлач уйăхĕн 31-мĕшĕнче 10 сехет те 20 минутра "Эрне хыпарĕсем" программăра паллашма пулĕ.



26 января 2016
14:40
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter