Патăръел районĕ: аталану çул-йĕрĕсем паллă

Кăрлачăн 26-мĕшĕнче, кăнтăрла 12 сехетре, Чăваш Патшалăх оперăпа балет театрĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне Çырупа тухрĕ.

Палăртнă мероприятие Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, регионти ĕç тăвакан влаç органĕсен, республикăри федерацин тĕрлĕ служба ертỹçисем, муниципалитетсен ертỹлĕхĕсем, ял поселенийĕсен ертỹçисем, общество организацийĕсен пуçлăхĕсем, предприятисемпе организацисене ертсе пыракансем, массăллă информаци хатĕрĕсенче тăрăшакансем тата ытти официаллă çынсем пуçтарăннă. Çырура республика Правительствин, Патшалăх Канашĕн, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен тата предприятисемпе организацисен малашне аталанмалли çул-йĕрĕсен тĕп тĕллевĕсене палăртнă.

Республика Пуçлăхĕн Çырăвне район çыннисем хак пани:

А. Илюткин, "Исток" çĕр ĕç фирмин ертỹçи:

"Республика Пуçлăхĕ çулсеренех Патшалăх Канашне тухакан Çырура хамăр региона аталантарас тĕллевпе чи çивĕч те актуаллă ыйтусене палăртать. Хуçалăх ертỹçи пулнă май, хальхинче мана ытларах кăçал агропарксем тăвас текен шухăш хавхалантарчĕ. Чăнах та эпир пысăк тухăçлă тырпул, пахча çимĕç çитĕнтерсе илме вĕренсе çитрĕмĕр темелле. Анчах та ăна кирлĕ пек упрасси тата вырнаçтарасси паянхи кун проблеми тесех калас килет. Юлашки çулсенче пирĕн районта та уйрăм фермерсем пахча çимĕç, çĕрулми управĕсем туса инвестици ресурсĕсене явăçтарма тăрăшаççĕ. Çакă, паллах, ялхуçалăхне аталантармалли çăлкуçсенчен пĕри шутланать. Вырăнсенче агропарк туни вара республикăшăн тата пысăкрах пĕлтерĕшлĕ.

Республика Пуçлăхĕ 2016 çула ĕç çыннипе тỹрреммĕнех çыхăнтарни те пире кăçалхи çул тухăçлăрах та пикенерех тăрăшма хистĕ. Шанас килет, республикăмăра та, районăмăра та экономикăри йывăрлăхсем ял халăхĕн пурнăçне ырă енне улăштарма чăрмантармĕç. Михаил Игнатьев Çырура шăпах пирĕн умма йывăрлăхсене парăнтармалли тĕллевсене лартрĕ те".

Е. Маурина, район больницин тĕп тухтăрĕн çумĕ:

"Медицина отраслĕнче тимленĕ май, Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне тухнă Çырура мана чăн малтанах халăхăн пурнăçĕпе сывлăхне сыхлас тĕлĕшпе лартнă тĕллевсем кăмăла кайрĕç. Çак тĕллевпе чăн малтанах пирĕн диспансеризаци ыйтăвĕпе çине тăрсах тимлемеллине палăртрĕ. Шухăшпа питĕ килĕшетĕп. Пирĕн больницăра та шăпах диспансеризаци вăхăтĕнче тупса палăртнă чирсем сахал мар. Сăмах май каласан, иртнĕ çул эпир унăн планне 102 процент пурнăçланă.

Тепĕр шухăша та палăртса хăварасшăн. Республика Пуçлăхĕ Çырура малашнехи виçĕ çулта тепĕр 50 фельдшерпа акушер пункчĕсем уçасси пирки пĕлтерсен, питĕ хавхалантăм. Вырăнсенче ФАПсем кирлех. Район ертỹçисен пуçарулăхĕпе вĕсем пирĕн районта та ỹсессе шанатăп".

А. Воробьева, районти социаллă тивĕçтерỹ центрĕн ертỹçи:

"Çырăва пур енлĕн тата тĕплĕн хатĕрлени, унта уйрăм граждансен шухăшне усă курни те сисĕнчĕ. Кашни отрасльти çитĕнỹпе тĕллевсене палăртни, вĕсене Раççей шайĕнче танлаштарни пирĕн правительство тĕрĕс çул-йĕрпе пынине пĕлтерет. Хушма ĕç вырăнĕсем, инвестици кĕртмелли тĕллевсем çирĕп пулни вара кашни çынра пысăк шанăç çуратать. Ахальтен мар ĕнтĕ кăçал ĕç тухăçлăхне икĕ хут ỹстермелли пирки хăпартланса каланă сăмахсем хыççăн залра ларакансем те тăвăллăн алă çупса ячĕç.

Ватă çынсене пысăк тимлĕх уйăрни те куç кĕрет. Республика Пуçлăхĕ çумĕнчи старейшинăсен Канашĕн пĕлтерĕшне пахалани кăмăллă: "Ватă çын - тăватă çын", - терĕ вăл шурсухалсене хисеп туса. Республика бюджетĕнчен ватă çынсене социаллă хỹтлĕх пама юлашки ултă çулта 12 миллиард тенкĕ укçа кайнă. Çак тимлĕх малашне те пысăк пулассине пĕлтерчĕ Михаил Игнатьев".

В. Секретов, Первомайски ял тăрăх пуçлăхĕ:

"Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне тухнă Çыру вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен тата предприятисемпе организацисен малашне аталанмалли çул-йĕрĕсен тĕп тĕллевĕсене пур енлĕн те туллин палăртни. Хамăрăн экономикăна тĕреклетес, социаллă пурнăçа лайăхлатас, ытлă-çитлĕ пурăнас тесен бюджет енчĕкне пĕрлехи вăйпа, пысăк ăнланулăхпа, тăрăшса тата çине тăрса ĕçлемелли задачăсем пурне те шухăшлаттармалла. Ĕç укçисене конвертпа паракансем те, çĕрпе тухăçлă усă курманнисем, унпа спекуляци тăвакансем валли çирĕп йышăну пулассине каларĕ".



26 января 2016
16:35
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter