"Пурин те суйлавсене уçăмлă та тӳрӗ кӑмӑлпа ирттерме тата пысӑк яваплӑхпа ӗҫлеме хатӗр пул­малла», – тенĕ Михаил Игнатьев

Паян кăрлач уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуç­лăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне тата Чăваш Ен ха­лăхĕ патне Çырупа тухнă. «2016-мĕш çулхи чи пысăк пĕлте­рĕшлĕ пулӑмсенчен пĕри – ҫитес суйлавсем. Кăçал халăх Раç­çей Фе­дерацийĕн Патшалăх Думин тата Чăваш Республикин Пат­ша­лăх Канашӗн депутачӗсене суйлĕ. Пуласлăхра пире политика енчен çивĕч кĕрешӳ кĕтет. Пурин те суйлавсене уçăмлă та тӳрӗ кӑмӑлпа ирттерме тата пысӑк яваплӑхпа ӗҫлеме хатӗр пул­малла», – тенĕ Михаил Игнатьев. «Хăшĕ-пĕри республикăра пулса иртекен ырă пулăмсене критиклесе хăйсен ятне ӳстерсе пыма тă­рă­шать. Ку кăлăхах. Суйлав тапхăрĕнче халăх сĕнĕв­не шута илсе ĕçлемелле, харпăр хăйшĕн кăна тăрăшмалла мар. Çĕнĕ Шупашкарти халӑха экологи инкекӗпе хӑратса еплерех пăтраш­тарнине питĕ лайăх астăватпăр. Халӗ унта йӑлари каяшсене ӗҫлесе тирпейлемелли тата упрамалли технка тӗлӗ­шӗнчен те, экологи тӗлӗшӗнчен те ҫӗршыври чи ҫӗнӗ йышши полигон хута кайрĕ. Тата çакна та палăртмалла, теприсем нумай хват­терлĕ çуртсене тĕпрен юсав туса ирттерме халăхран пухмалли укçа-тенкĕ пирки те суя хыпарсем сарма тăрăшрĕç, анчах та çынсем вĕсене ĕненмерĕç. Паян Чăваш Енре пурă­накансенчен 98 проценчĕ çуртсене тĕпрен юсав туса ирттерме илекен тӳлеве вăхăтра тӳлесе пырать. Палăртма кăмăллă, паянхи пурнăç таппинче халăх суякан çынсене пачах та ĕненмест, тӳрĕ кăмăллă çынсене итлеме тăрăшать – ку вара чи пахи. Хаклă юлташсем! Эпир пурте тĕрлĕ ĕçре вăй хуратпăр. Кашни çын пурнăçа хăй куçĕпе курса хаклать, анчах та пурсăмăра та пире Раççей, Чăваш Ен ырлăхĕшĕн тӳрĕ кăмăлпа яваплăха туйса ĕçлени пĕрлештерет. Эпĕ хам ятран каласшăн: «Вӑйлӑ та  тӗреклӗ çĕршывра тата республикăра пурăнас тесе вăй хуни, пире пĕр чăмăра пӗрлештерет!». Ырă тӗл­левсемпе хавхаланакансем пĕрле тӑрӑшса ĕçленĕ тӗслӗх историре сахал мар пулнӑ. Кун пек чухне ҫӗнтерӳсем пулаҫҫех. Пирĕн çи­тĕнӳсемпе пулас ăру та мăнаçланма пултартăр. Ҫирӗппӗн аталанакан республикӑра, вӑйлӑ ҫӗршывра пурӑнас ӗмӗт – пирӗн тӗп тӗллев. Ҫак шухӑш кашни ҫын чӗрине кӗрсе вырнаҫасса ша­натӑп. Пĕрлĕхре пирĕн вăй!», – тесе вĕçленĕ Патшалăх Канаш­не тата Чăваш Ен халăхĕ патне тухнă  Çырăва Чăваш Республикин Пу­ç­­лăхĕ Михаил Игнатьев.



26 января 2016
16:39
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter