Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн ларăвне ирттернĕ

 

Кăрлач уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн ларăвне ирттернĕ. Михаил Игнатьев республикăри ĕç тăвакан влаç органĕсенче ĕçлекенсене Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырури палăртнă тĕллевсене пурнăçлассипе çине тăрса çирĕп ĕçлемеллине каланă. «Çырăва халăх ыйтăвĕсене шута илсе хатĕрленĕ. Вĕсем пирĕнтен тивĕçлĕ ĕçсене кĕтеççĕ», - тенĕ хăйĕн сăмахне пуçланă май паянхи Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кăрлач уйăхĕн 26-мĕшĕнче пысăк пĕлтерĕшлĕ икĕ мероприяти иртнине асăннă. Вĕсенчен пĕри - коррупцине хирĕç кĕрешес ыйтупа çыхăннă Раççей Федераци Президенчĕ çумĕнчи канаш ларăвĕ, ăна Раççей Президенчĕ Владимир Путин йĕркелесе ертсе пынă, тепри вара Атăлçи федераци округĕнче РФ Президенчĕн Атăлçи федераци округĕнчи Полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич йĕркелесе ертсе пыракан хăрушсăрлăх ыйтăвĕсемпе ĕçлекен Коллегийĕн ларăвĕ иртнĕ. Унта Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администраци Ертӳçи Юрий Васильев хутшăннă.   Малашне те Раççей Правительстви коррупцине хирĕç кĕрешессипе çивĕч мерăсем йышăнĕ. Республикăра та çĕршыври пекех нормативлă база йĕркине çĕнетсе пыраççĕ. 2015-мĕш çулта  Атăлçи федераци округĕнче Чăваш Республикине коррупцине хирĕç кĕрешессипе йышăннă пилотлă плана кĕртнĕ. «Хам енче те сире тепĕр хут аса илсе каласа хăваратăп, республикăра, палăртнă ыйтупа тухăçлă ĕçлени куçкĕретех. Йĕркене пăснă тĕслĕхсен шучĕ 29,7 процента çити  чакни те çакнах çирĕплетет», - тенĕ Михаил Игнатьев. Вăй структурисенче ĕçлекенсене яваплăха туйса ĕçленĕшĕн тав сăмахĕсем каланă. Муниципалитетсенче ĕçлекенсене асăннă ыйтупа кăлтăксем тупса палăртсан, явап тыттармаллине каланă.  Пĕлтĕрхи çул муниципаллă служащине хăйне шанса панă ĕçе саккуна пăхăнса пурнăçламаннишĕн ĕçрен хăтарнă.  Енчен те депутатсем те коррупципе çывăх пулсан, вĕсене те хăтарасси куçкĕретех пулĕ. «Чăваш Республикинче коррупцине хирĕç кĕрешессипе ĕç планне çирĕп йышăннă. Кăтартăва та ĕçне кура хакланă. Регион тухăçлă ĕçленине каланă. Куншăн пурне те, вăл шутра Юрий Егорович, Сире те тав тăватăп», - тенĕ Михаил Игнатьев. Чăннипех те республикăри ĕçе Атăлçи федераци шайĕнче ытти регионсемшĕн Чăваш Ен тĕслĕх вырăнĕнче тесе палăртнă Михаил Бабич.  Кăçал палăртнă Плана Мордва Республикинче пурнăçа кĕртме хатĕрленеççĕ. Çитес вăхăтра патшалăх тата муниципаллă служащийĕсем хăйсен пурлăхĕсем пирки деклараци тăратĕç. «Халăх пире ĕненет, шанăçа çухатмалла мар, ыйтăва куçран вĕçертме юрамасть», - тенĕ Михаил Игнатьев. Ку хутĕнче ларăва пухăннисем çĕрсемпе çыхăннă ыйтусем тавра та тĕплĕн канашланă. Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов хăйĕн сăмахĕнче паянхи куна пĕтĕмпе 100 га çĕре арендăна предпринимательсем илнине асăннă. Раççей Президенчĕ Раççей Федерацийĕн Федераци Пухăвне янă Çырăвĕнче те палăртнă, енчен те предпинимательсем ял хуçалăх валли уйăрнă çĕрсене илсен, тĕллевлĕ усă курмасан çирĕп явап тыттарма хушнă. Тӳрĕ кăмăллă мар бизнесменсенчен  пурлăха каялла тавăрма та ирĕк пур. Çак ыйтăва та республикăра йĕркене кĕртсе пĕтермеллине çирĕп каланă. Чăваш Республикин финанс министрĕ Светлана Енилина инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртессипе йышăннă ĕçсене, пĕтĕмпех чи пысăк пĕлтерĕшлисене, республика экономикине аталанма май паракан проектсене хавхалантарма республика бюджетĕнчен субсидисем куçарса парассине малалла та пурнăçлама тĕллев лартнине асăннă. Сывлăх сыхлавĕ, вĕренӳпе спорт, культура, социаллă пай малашне те çирĕппĕн аталанса пырасси паллă. Автомашина çулĕсене тĕпрен юсав ĕçĕсене йĕркелеме республика хыснинчен кăçалхи çул валли 1 млрд. 485 млн. тенкĕ пăхса хăварнă. «Çулсене тирпейлесе сарас ĕçре çĕнĕ технологисене ытларах тĕпе хурса ĕçлемелле. Ĕç пахалăхне кура укçана куçарса памалла»,- çирĕп асăрхаттарса каланă Михаил Игнатьев. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕн кун йĕркине кĕртнĕ пур ыйтăва та пăхса тухнă, кашнинпех тивĕçлĕ йышăнусем туса хăварнă.

 



27 января 2016
17:32
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter