Гражданла общество аталанăвĕн фончĕ губернаторсен 2015 ҫулти ту­хăç­лăхне палӑртакан рейтингра Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тухăçлă ĕçлекенсен шутĕнче

Гражданла общество аталанăвĕн фончĕ губернаторсен 2015 ҫулти ту­хăç­лăхне палӑртакан рейтинг пĕтĕмлетӗвне тунӑ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тухăçлă ĕçлекен губернаторсен шутне кĕнĕ, рейтингра вӑл тата çӳллĕрех вырăна ҫӗкленнӗ, пĕтĕмпе 64 балл пухса малтанхи рейтинг кăтартăвне 11 карт ӳстернӗ - 40-41-мĕш вырăн йышӑннă. Раççей Федерацийĕн Атăлçи округĕнче вара Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев 6-мĕш вырăнта. Экспертсен, тĕп­чевçĕсен шухăшĕпе Михаил Игнатьев хăйĕн позицине лайăхлатни регион про­мышленноçне инвестицисем явăçтарнипе, импорт таварӗсене улӑштарас ĕçе çӳллĕ шайра пурнăçласа пынипе, çĕнĕ про­мыш­ленноç предприятийӗсем хута кайнипе ҫыхӑннӑ, кунта Правительство тĕ­рĕс­левĕ çирĕп пулни те, социаллă пĕлтерĕшлĕ таварсен хакĕсене асӑрхаса тӑрассине йӗркелени те витӗм кӳнӗ. Экспертсем çакăн пекех  регионсен ертӳçисен ĕç тухăçлăхне халăх мӗнлерех хакланине те шута илнĕ.



27 января 2016
16:48
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter