"Малашлăхлă çĕнĕ шухăшсене Чăваш Республики йышăнма яланах хатĕр", - тесе каланă Мускавра Раççей Федерацийĕн Общество палатинче Михаил Игнатьев

 


Кăрлач уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра Раççей Федерацийĕн Общество палатинче Чăваш Республикине презентацилес мероприятине хутшăннă. Унта вăл регионти туризм, культура, чăвашсен йăли-йĕркипе çыхăннă самантсене, Чăваш Енĕн инвестици илĕртӳлĕхĕпе, республикăри обществăлла организацисен чи паха опычĕсем пирки тĕплĕн каласа кăтартнă. Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче республикăра граждăнла обществăна аталантарас ĕçе пысăк тимлĕх уйăрнине асăннă. «Эпĕ, 2010-мĕш çулта Чăваш Республикин Ертӳçин должноçне йышăнсанах регионта Чăваш Республикин Общество палатине йĕркелесе яма ĕç хутне çирĕплетнĕ. Граждансен тĕрĕслевĕ чи пархатарлă та пысăк ĕç пулнине шутлатăп. Вăл Чăваш Республикинче пурăнакансемпе çийĕнчех тĕрлĕ ыйтусене вăхăтра татса пама ирĕк парать», - тенĕ сăмаха малалла тăснă май.  «Республикăн чăн пуянлăхĕ вăл çынсем. Раççей, Чăваш Ен, тăван ен лайăх аталанса пытăр тесе кашни хăйĕн вăйне шеллемесĕр тăрăшса ырми-канми вăй хурать. Ăнсăртран мар, Чăваш Республикин Правительстви çынна аталанса пыма кирлĕ пек условисем йĕркелесе парасси çине пысăк тимлĕх уйăрать. Раççей федерацийĕн 85 субъекчĕсем хушшинче Чăваш Республики çĕнĕлле аталанса пырас енĕпе чи лайăх ушкăнра тăрать, 5-мĕш вырăн йышăннă. Регионта кашни пиллĕкмĕш производство хальхи пурнăçпа килĕшсе тăрать, çĕнĕлле таварсем калăплать. Республика, чăннипех те электротехника кластерĕнче тăрăшакан предприятийĕсемпе вăйлă аталанса пыраканнисем хисепĕнче, Раççей Федерацийĕнче  пирĕн таварсем 40 процент ытла йышăнаççĕ. Паллă предприятисем: «Сименс», «Тошиба», АББ, «Шнайдер Электрик». Çакăн пекех Чăваш Республики экологи ыйтăвĕ çине те пысăк тимлĕх уйăрать, патшалăх политикин тĕп çул-йĕрĕсенчен пĕри шутланать. Таварсен пахалăхĕ экологи енчен паха пулни те куçкĕретех. Регионта вĕренӳ, строительство, сывлăх сыхлавĕпе, спорт, социаллă инфратытăм кирлĕ пек шайра аталанса пырать. Çак ĕçсене тухăçлă пурнăçласа пынине кура, республикăра демографи лару-тăрăвю те ыттисемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче тесен те йăнăш мар. Республикăра пĕчĕк пепкесем пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайнин тĕслĕхĕ те пачах та çук. Раççей тата тĕнчери ытти çĕршывсемпе танлаштарсан, Чăваш Республики чи кăтартуллă регион шутланать. Нумай çул пурăнакансен шучĕ те ӳссе пыни пурне те хавхалантарать. Республикăра нумай ачаллă çемьесем сахал мар. Эпир малашне те пĕр-пĕринпе тухăçлă ĕçлеме, çĕнĕ шухăшсемпе пуçарусене яланах пурнăçа кĕртме хатĕр», - тенĕ Михаил Игнатьев. Регионта спорта аталантарас ĕçе пысăк инвестици хывнине, паянхи куна республикăра пĕр спорт объекчĕ те хупăнманнине, кулленех 34 пин çын хăйсен сывлăхне çирĕплетме спорт учреждеийĕсене çӳренине, çамрăксем сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăннине каланă регион Ертӳçи. «2015-мĕш çулта пирĕн çĕршывра Чăваш Республикин тĕп хулинче Шупашкарта çăмăл атлетикăпа Европа чемпионачĕ иртрĕ. Ăмăртусен тĕп тренерĕ турнирсен историйĕнче пуçласа чи лайăх та ăнăçлă, çӳллĕ шайра йĕркеленĕ спорт мероприятийĕ Шупашкарта пулнине каланă. Кăçал та Чăваш Ен пĕтĕмпе пĕтĕм Раççей тата округ шайĕнчи 60 яхăн мероприяти ирттересси паллă.  «Раççейе ĕненмелле, ăна юратмалла, ун чухне вăл пирĕншĕн пуриншĕн те амăшĕ вырăнне пулĕ», - тесе ахальтен каламан чăвашсене çутта кăлараканĕ Иван Яковлевич Яковлев. Эпир çак пехиле асра тытса пурăнатпăр. Раççей хăйĕн регионĕсемпе вăйлă. Паян Чăваш Республики те çирĕппĕн  активлă лайăх аталанса пырать. Чăваш Республики халăха пурăнмалли чи лайăх регион», - тесе сăмаха малалла тăснă республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, мероприятине пухăннисене пурне те Чăваш Республикине килсе курма йыхравланă. Раççейри Общество палатин членĕсем, пухăннă çынсем Чăваш Республикин экономика, спорт, культура, туризм, экологи, ял хуçалăх пайĕсенчи ĕçсем пирки хатĕрлесе тăратнă куравсемпе тĕплĕн паллашнă. Регионти обществăлла организацийĕсен ятарлă проектсен куравне пăхса çаврăннă. Раççей Федерацийĕн Общество палатинче Чăваш Республики пирки хатĕрленĕ презентаци ĕçне пĕтĕмлетнĕ май, Раççей Геройĕ Вячеслав Бочаров Чăваш Ен пĕр тан лайăх аталанса пыракан регион тесе пĕлтернĕ, республикăра кадетсен юхăмĕ те вăйлă çирĕпленсе пынине асăннă, çамрăксене патриотизма воспитани парас ĕç те пысăк шайра пурнăçланса пынине палăртнă. Чăх-чĕп ĕрчетекенсен Раççейри пĕрлешĕвĕн президенчĕ  Владимир Фиснин Чăваш Ен теле-радио компанийĕн журналисчĕсен ыйтăвĕсене хуравланă май, регионта аграри тытăмĕ пысăк хăвăртлăхпа вăй илсе пынине, лайăх аталаннине асăннă. Хурсем çитĕнтерессипе ĕçлекен Вăрнарти предприяти курăмлă ĕçленине каланă. Раççей тата Чăваш Ен аталанăвĕнче пысăк тӳпе хывакансене пурне те пысăк тав сăмахĕсем каланă. Раççей Федерацийĕн Общество палатин канаш Ертӳçи Сергей Смирнов  пур куравсенче те çынсем тĕп вырăн йышăнмаллине палăртнă, çакна шăпах та  паянхи куравра курса ĕнентĕмĕр тенĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхне Михаил Игнатьева асăннă мероприятине хутшăннăшăн чун-чĕререн тав тунă. «Паянхи пурнăç таппинче халăха тĕлĕнтерме питĕ йывăр, анчах та Чăваш Республикин куравĕсем хăйне евĕр çав тери паха,  кашни ĕç тарăн шухăша ярать», - тенĕ Сергей Смирнов. Олимп чемпионĕ, Раççей тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ  Юрий Борзаковский, Раççей Геройĕсем Николай Бударин, Николай Гаврилов, Андриян Николавев космонавтăн хĕрĕ Елена Николаева-Терешкова, Василий Чапаевăн мăнукĕсем – Аркадий тата Татьяна Чапаевсем, Раççей Федерацийĕн предприниматель- мăсăльман Ассоциацийĕн президенчĕ Марат Кабаев тата республикăн çывăх тус-юлташĕсем  Чăваш Ен хатĕрленĕ презентацине мухтанă. Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Общество палатин членĕсемпе пĕрле çавра сĕтел мелĕпе йĕркеленĕ калаçăва хутшăннă. Тĕплĕ калаçу вăхăтĕнче патриотизмла воспитани парассине, халăхăн кăмăл-сипет туйăмне пуянлатса пырассине тата ытти ыйтусене те сӳтсе явнă.  Мускав, Тĕп регион тата Чăваш Ен муфтийĕ, Раççей Федерацийĕн Общество палатин членĕ Альбир Крганов хăйĕн сăмахĕнче  вĕсем пĕр-пĕринпе килĕшсе ăнланса туслă пурăннине палăртнă. Саратов облаçĕн Общество палатин председателĕ Александр  Ландо хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикипе вĕсене анлă Атăл пĕрлештерсе тăнине асăннă. Чăваш Енпе çыхăну тытса ĕçлеме хатĕр пулнине каланă. Раççей Геройĕ Николай Бударин Чăваш Республикинче çамрăк космонавтсен юхăмĕ лайăх ĕçленине пĕлтернĕ. Николай Гаврилов Раççей Геройĕ пуçарăвĕпе регионта çар авиацийĕн палăкĕсене хăпартса лартнине каласа хăварнă. Чăваш Республикин Общество палатин председателĕ Алексей Судленков тата палата членĕсем Николай Паштаев Раççей Общество палатине актуаллă ыйтусене татса парас ĕçре витĕм кӳнĕшĕн тав тунă.  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче Раççей регионсемпе вăйлă пулнине, малашне те регионсем хушшинчи çыхăнăва упраса, пĕр-пĕрин хушшинчи культура тата ытти енĕпе çыхăннă паха опыта тĕпе хурса ĕçлеме яланах хатĕр пулнине каланă. Тĕплĕнрех



28 января 2016
17:02
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter