Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн ятар­лӑ сти­пендийӗсене тивĕçнисене свидетельство парса хавхалантарнă

 


Чӑваш Ен Правительстви ҫам­рӑксене вӗренӳре тата ӗҫре хӑйсен пултарулӑхне туллин те тухӑҫлӑн уҫса памалли, яш-кӗрӗм вӑй-хӑватне аталантармалли лайӑх майсем йӗркелет. Чи пултаруллă яш-кĕрĕме хавхалантарас тӗллевпе кашни ҫулах Ҫам­­рӑксен патшалӑх премийӗсене уйăраççĕ, пултарулӑхӗпе уйрӑмах па­лӑрса тӑ­ракан ҫамрӑк­семпе студентсем вара Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн ятар­лӑ сти­пендийӗсене илсе тӑраҫҫӗ, ҫамрӑксен инновациллӗ тата ва­ри­ативлӑ программисем валли грантсем уйӑраççĕ. Кăрлач уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пултаруллă та пуçаруллă çамрăксене хаваслă лару-тăрура Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн ятар­лӑ сти­пендийӗсене тивĕçнисене свидетельство парса хавхалантарнă. Паллă пулăма Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов, республикăри вĕренӳ учрежденийĕсен хăш-пĕр ертӳçисем хутшăннă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çамрăксене саламланă май регионта  ҫамрӑксене хӑйсен пултарулӑхне туллин уҫса пама пулӑшакан патшалӑх политики ҫирӗп тӗллевлӗн пурнӑҫланса пынине каланă. Пӗлӳ учрежденийӗсенчен вӗренсе тухакансене ӗҫе вырнаҫтарасси ҫине уй­рӑмах тимлӗн пӑхнине, хӑйӗн кун-ҫулне общество пурнӑҫӗпе е патшалӑх службипе ҫыхӑнтарас шутлисем валли Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ ҫу­мӗн­че Ҫамрӑксен кадр резервне туса хунине, Чӑваш Ен Ҫамрӑксен правительствине, депутатсен пухӑвӗсем ҫумӗнче Ҫам­рӑксен палатисем ӗҫленине асăнса хăварнă. Кăçалхи стипендиатсенчен 70 проценчĕ вĕренекен çамрăксем,  обществăлла пĕрлешӳсенче тăрăшакансем – 12 процент, промышленноç, ял хуçалăхĕпе вĕренӳ, культура пайĕсенче вăй хуракансем - 18 процент.  «Республикăн экономика аталанăвĕн пуласлăхĕ çитĕнекен яш-кĕрĕмрен те нумай килет. Хӑвӑр ума лартнă тӗллевсем патне ҫирӗппӗн утӑмлӑр! Эпӗ сире шанатӑп тата эпир пĕрле пирӗн Тӑван ҫӗршыва, республикăна тата та вӑйлӑрах, лайӑхрах аталантарса пыма пултарасса ӗненетӗп. Сире пӗтӗм чун-чӗререн ҫирӗп сыв­лӑх, вӑй-хал, ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тата телей сунатӑп», - тенĕ Михаил Игнатьев. Тӗплӗнрех 



28 января 2016
10:18
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter