Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Объединенная судостроительная корпорация» акционерсен обществин вице-президенчĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пыракан Михаил Калугинпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Кăрлач уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев  «Объединенная судостроительная корпорация» акционерсен обществин вице-президенчĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пыракан Михаил Калугинпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Тĕплĕ калаçăва Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, Чăваш Республикин экономика министрĕ Владимир Аврелькин, Шупашкарти электроаппарат завочĕн АХП генеральнăй директорĕ Александр Федотов, «Объединенная  судостроительная корпорация» акционерсен пĕрлешĕвĕнче ĕçлекен пай пуçлăхĕ Александр Наволоцкий пулнă. Тĕлпулу вăхăтĕнче пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçлессине тата çыхăнăва анлăлатассине, пуласлăх çул-йĕрĕсене сӳтсе явнă. «Раççейри чи пысăк предприятисемпе килĕшсе ĕçлеме яланах хавас. Палăртма кăмăллă, эсир пирĕн предпринимательсемпе çыхăну тытатăр. Раççей Президенчĕ импорта улăштарас тĕллевпе йышăннă мерăсене пурнăçа кĕртессипе те лайăх ĕçлесе пыратăр. Малашне те ăнланса ĕçлессине шанатăп», - тенĕ республика Ертӳçи Михаил Игнатьев. «Объединенная судостроительная корпорация» АП вице-президенчĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пыракан Михаил Калугин хăйĕн сăмахĕнче юхан шыв тинĕс çийĕн çӳремелли карап тата ытти техникăсене паянхи пурнăçпа тӳр килсе, çĕнĕ технологи витĕмĕпе пурнăçласа пыма тĕллев лартнине пĕлтернĕ. Вăл çакăн пекех республикăра пулса курнă предприятисен ĕçĕ пирки чарăнса тăнă, хăйĕн шухăшне каласа кăтартнă. «Пĕлсех тăратпăр, пирĕн регионти предприятисем таварсемпе тивĕçтерме пултаракан çирĕп шанчăклă организацисем шутĕнче пулнине», - тенĕ Михаил Игнатьев. Аса илтерсе хăваратпăр: Чăваш Енре ĕçлĕ визитпа Раççейри промышленноç пайĕнче тăрăшакан пысăк предприятисем: «Объединенная судостроительная корпорация» АO, «Новая ЭРА» АO, «ОСК» АО, тинĕс çар флочĕн ятарлă ушкăнĕ (Санкт-Петербург хулинчен), «КЭАЗ» АО (Курск хулинчен). Кăрлач уйăхĕн 27-28-мĕш кунĕсенче «ЧЭАЗ» АХП çӳлерех палăртнă ыйтусемпе ĕçлĕ канашлу ирттерме палăртнă. Палăртнă мероприятине «Объединенная судостроительная корпорация» акционерсен обществин вице-президенчĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пыракан Михаил Калугинпа пĕрле Чăваш Енри предприятисен ертӳçисем те пулĕç. Тинĕс çийĕн çӳремелли техникăна калăплассипе йышăннă проектсене пурнăçа кĕртессипе çыхăннă ыйтусем тавра калаçу ирттерĕç, ĕçе Чăваш Енри промышленноç предприятийĕсем те хатĕр. Калăпăр, «ВНИИР» тата «ВНИИР-Прогресс», «НПП «Экра», «ЧПО им. В.И. Чапаева», «НПП «Технотрон», «Сеспель», «Завод «Электроприбор», «Марпосад-кабель», «ЭЛКОН», «Яхтинг» тата ытти предприятисем. Тĕплĕнрех



28 января 2016
09:17
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter