Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Оригинал

Президент Российской Федерации Владимир Путин провел рабочую встречу с Главой Чувашской Республики Михаилом Игнатьевым
Фото с сайта Президента РФ


Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Президентне регионти социаллă пурнăçпа экономика лару-тăрăвĕпе паллаштарнă.

В.Путин: Иртнĕ çула республика мĕнле вĕçлерĕ Михаил Васильевич?

 М.Игнатьев: Хисеплĕрен те хисеплĕ, Владимир Владимирович. Эпĕ презентаци хатĕрлерĕм. Пĕ­тĕмĕшле хак парас пулсан, çулталăка  тивĕçлĕн вĕçлерĕмĕр. Мĕншĕн эпĕ çакăн пек калатăп – 2014-мĕш çул вĕçĕнче республикăн социаллă пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗ пирки тĕллевлĕ виçĕ сценари пăхса тухрăмăр. Вĕсенчен иккĕшне тӳрех пăрахăçларӑмӑр, чи ăнăçлине тĕпе хурса ĕçлеме пуçларăмăр. Бюджетăн тупăш пайне палăртас пулсан, вӑл 1,8 процент ӳснĕ.  Чăваш Республикин  пĕр­лештернĕ бюджечĕ 44 миллиард та 364 миллион тенкӗпе танлашать. Сирĕн указӑрсем пирки калас пулсан, вĕсене эпир пĕтĕмпех туллин пурнăçлатпăр. Вĕренӳ, медицина сферинче тă­рă­шакансен ĕç укçин виçи пĕтĕмпех «çул-йĕр карттипе» килĕшӳллĕн  йӗркеленсе пырать. Тĕп кă­тартусем пирки чарăнса тăрасшăн: ача çуратасси модăна кĕрет. Тăватă çул хушши регионта демографи лару-тăрăвĕ ӳсӗмпе палӑрать. Нумай çул пурăнакансене эпир комплекслă майпа хак пама пуçларăмăр. Чăваш Республикинче юлашки пилĕк çулта вӗсен шучĕ 4 пин те 910 çын чухлӗ ӳснĕ. Ку кăтарту, 2010-мĕш çулхипе танлаштарсан, 37 процент пысăкрах. Республикăра 100 çултан иртсе кайнисем 64 çын.

 В.Путин: Вĕсене пурне те Турă сывлăх патăр.

 М.Игнатьев: Экономика енчен çăмăлах мар пулин те, йывăрлăхсене пăхмасăр çынсен кăмăлĕсем лайăх. Палăртнă ыйтусемпе эпир яланах ĕçленĕ, малашне те ĕçлĕпĕр, урăхла пулма та пултараймасть. Сирĕн Çырăвăрти тĕллевсене шута илсе, ФАП-сем хута яратпăр. Халӑха пахалăхлă медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерес ĕç ҫине тимлĕн пӑхатпăр. Юлашки икĕ çул çурă тапхăрта пĕтĕмпе 100 ФАП хута янă. Вĕсем пирĕн 525 пулнă, ытларахӑшӗ кивӗскерсем. Çанталăк 10 градус сивĕтсенех, пирĕн ветерансем асӑннӑ сывлӑх учрежденийĕсенче сивĕ пулнине калатчӗҫ. Халĕ киввисене пĕтĕмпех пăрахăçланă, вĕсем вырăнне çĕннисене çĕклесе лартнă, пӗрин вăтам хакĕ 2,5-3 миллионпа тан­лашрӗ, шутласа пӑхсан – хаклах мар. Кăçалхи бюджетра та  фельдшерпа акушер пункчӗсем тума  50 миллион тенкĕ пăхса хăварнă, тата 50 пункт тӑвӑпӑр. Палӑртнӑ ӗҫсене пурнăçласан, Сире тӗплӗн каласа кăтартăп.

 В.Путин: Сирĕн регионта тавар производствин калӑпӑшӗ ӳсесси ҫине мӗнле предприятисем витĕм кӳнĕ?

 М.Игнатьев: Ку енĕпе палăртса калас пулсан, регионта электротехника промышленноҫӗ лайăх аталаннă. Пирĕн электротехника кластерĕнче 27 организаци. Импорта улăштарас енӗпе шăпах вĕсем лайӑх кӑтартусемпе палӑраҫҫӗ. Тĕнче шайĕнчи ABB, Alstom, Schneider Electric компанисемпе ăмăртса ĕçлеççĕ. Малтанхи утăмсене илес пулсан, 2015-мĕш çулхи вĕсен кăтартăвĕсем аван, таварсем сутӑнаҫҫӗ.  Чăннипех калатăп, Раççейри машиностроени отраслӗ пекех, пирĕн республикăра та Тракторсем тăвакан завод йывăр вăхăтсене тӳссе ирттерет. Ку енĕпе Сирĕн ятарлă хушу та пур, реструктуризаци пулĕ. Электротехника кластерӗн предприятийӗсене вара тата та лайăхрах условисем йĕркелесе пама тăрăшатпăр. Вӗсем РЖД, «Газпром», нефтьпе газ промышленноҫӗ федераци шайĕнче ирттерекен конкурссене хутшăнаççĕ, вӗсем валли паха таварсем тӑратма пултараҫҫӗ. Ку пĕрремĕшĕ. Тепĕр енчен калас пулсан, вӗсенче вăтамран 30-35 çулсенчи çамрăксем ĕçлеççĕ. Студентсем иккĕмĕш курс хыççăн практикăна, каярах ĕçе вырнаçаççĕ. Вӗсен ӗҫ укҫи, экономикăри вăтам кăтартуран, 2, 2,5, 3 хут ытларах. Çынна инвестици хывни каярах лайăх кăтарту кӳрет.  Çĕнĕлле ĕçлесе пыракан предприятисем пирки калас пулсан, республикăри предприятисенчен ку енĕпе кашни пиллĕкмĕш ăнăçлă аталанать, кăтарту япăх мар. Малашне те вăтам тата пĕчĕк предпри­нимательлӗхпе, бизнеспа пӗрле тупăша ӳстерессишӗн çине тăрса ĕçлĕпĕр.

 В.Путин: Аван.



29 января 2016
16:18
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter