Чăваш Республикин Пуçлăхĕн парнисене çĕнсе илессишĕн ветерансем хушшинче йĕлтĕрпе чупассипе ăмăртусем иртнĕ

 


Кăрлач уйăхĕн 9-мĕшĕнче Сывлăхпа спортăн пĕрлехи  кунĕнче Шупашкарта Чăваш Республикин Пуçлăхĕн парнисене çĕнсе илессишĕн ветерансем хушшинче йĕлтĕрпе чупассипе ăмăртусем иртнĕ. Регион Ертӳçи сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансене, спорта тухнисене пурне те саламланă, ветерансене лайăх тĕслĕх кăтартса панăшăн тав тунă. «Ветерансем яланах спорт ăмăртăвĕсене пĕрремĕш килсе çитеççĕ. Вĕсем хăйсен ырă тĕслĕхĕпе сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пыма вĕрентеççĕ. Сывă, спорт енчен аталаннă çын яланах темĕнле йывăрлăха та çĕнтерме пултарать. Чăваш Енре спорт нихăçан та пăрахăçланмĕ!», - тенĕ спорт уявне пухăннисене саламланă май Михаил Игнатьев. Раççей Федерацийĕн Спорт министерствин Тав çырăвне физкультурăпа спорта аталантарас ĕçре пархатарлă ĕçленĕшĕн  И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн доцентне Михаил Игнатьева тата Чăваш Республикинчи Ветерансен канашĕн председательне Василий Шоркина парса хисеп тунă. Василий Шоркин  хăйĕн сăмахĕнче регионта ветерансем спорта çӳреччĕр тесе, Правительство, Спорт министерстви  вĕсене валли сахал мар ĕç пурнăçланине каланă. Ветерансем спортăн тĕрлĕ енĕпе иртнĕ ăмăртусене яланах хастар хутшăннине асăннă. Çулсерен республика шайĕнче йĕлтĕрпе чупассипе ăмăртуусене хутшăнма кăмăл тăвакан ветерансен шучĕ ӳссе пыниине, кăтарту хăйне савăнтарнине пĕлтернĕ. Унăн сăмахĕсемпе «Йĕлтĕрçĕ» спорт клубĕн ертӳçи Олег Сапожников та килĕшнĕ, вăл та республика ертӳлĕхне тав сăмахĕсем каланă. Спорта тухнисем 3 тата 5 çухрăм чупса тухнă. Ку хутĕнче Марий Эл Республикинчен те спорта кăмăл тăвакансем вăтăррăн килсе çитнĕ. «Спорта çӳресен, манăн яланах кăмăл лайăхланса каять», - тенĕ Шупашкарта пурăнакан 78 çулхи сумлă ветеран Юрий Амелин. Вăл ăмăртусенче сахал мар çĕнтерӳçĕ ята тивĕçнĕ. Палăртма кăмăллă,спорт уявне халăх ватти-вĕти чылай пуçтарăннă. Çак кун республикăри районсемпе хуласенче те ăмăртусем иртнĕ. Халăх сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнни пурне те хавхалантарать. Тĕплĕнрех 

 



09 января 2016
17:38
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter