Элĕк районĕ: вĕрентекенсем пĕр-пĕрин опычĕпе паллашрĕç

Пĕрлешекенсем те, уйрăлакансем те пур

Икĕ чĕре пĕр-пĕрне юратнинчен ырри тата мĕн пултăр; Ача çуралсан мăшăрсен туйăмĕсем ытларах çирĕпленеççĕ. Сентябрь уйăхĕнче районта пурĕ 15 ача (пĕлтĕрхи шайрах) çуралнине регистрациленĕ. Вĕсенчен çиччĕшĕ - арçын ача, саккăрăшĕ - хĕрача. Пĕрремĕш «кайăк» виçĕ çемьене вĕçсе килнĕ. 8 çемьере иккĕмĕш ача, 3 çемьере виççĕмĕш ача, пиллĕкмĕш ача пĕр çемьере çуралнă. Иртнĕ уйăхра ытларах Кирилл тата София ятсене пани сисĕнчĕ. Сайра хутра çеç Олег, Полина, Ева ятсене хунă.

Ку тапхăрта 11 хĕрарăмпа 11 арçын çут тĕнчерен уйрăлнă. Вăтам пурăнаслăхĕ арçынсен - 67 çулпа, хĕрарăмсен 80 çулпа танлашрĕ.

Çемье çавăракан 11 мăшăр пулчĕ. Вĕсем пĕр тĕвве чăмăртанса пурнăçăн анлă çулĕ çине тăчĕç. Шел пулин те, çав хушăрах уйрăлакансем те пулчĕç: 7 çемье арканчĕ. Ашшĕ пулнине çирĕплетни пĕр тĕслĕх пулнă.

 

3-мĕш хут лайăххисен йышĕнче

Вĕрентекенсен кунĕ ячĕпе Элĕкри И.Я. Яковлев ячĕллĕ вăтам шкулта тăрăшакан педагогсем хăйне евĕрлĕ парнене тивĕçрĕç темелле. Мускаври центр РФ Вĕренÿпе наука министерстви пулăшнипе вĕренÿ учрежденийĕсен ĕçне тĕрлĕ енлĕ хакланă. Ку чухне 9-мĕш класс пĕтерекенсем патшалăхăн пĕтĕмлетÿ аттестацийĕн ĕçĕсене мĕнле пурнăçланине те, вĕренекенсем олимпиадăсене мĕнле хутшăннине те, вĕсен кăтартăвĕ- сене те шута илнĕ. Çапла майпа Раççейри чи лайăх 500 шкула палăртнă, унта пĕлтĕрхи пекех Чăваш Енри 9 шкул лекнĕ. Çавăн пекех ялти чи лайăх 200 шкула та палăртнă. Унта Чăваш Енри ялти 8 шкул кĕнĕ. Вĕсен шутĕнче - пирĕн районти Элĕкри вăтам шкул та. Кун йышши рейтинга тăваттăмĕш хут ирттереççĕ, Элĕксем вара виçĕ çул Раççейри «Ялти чи лайăх 200 шкул» йышĕнче. «Кун йышши çитĕнĕвĕн вăрттăнлăхĕ мĕнре;» - ыйту паратăп район пуçлăхне, Элĕкри вăтам шкул директорне Владислав Волкова саламланă май.

- Ку çитĕнÿ пĕр çын тÿпи темелле мар. Унта вĕренÿ учрежденийĕн пĕрлехи ĕçĕ çырăннă. Эпир виççĕмĕш çул умлă-хыçлă Раççейри ялти чи лайăх 200 шкул йышне кĕни хамăр палăртнине пысăк шайра пурнăçланине, вĕрентекенсем çитĕнекен ăрăва тарăн пĕлÿ парассишĕн чунтан тăрăшнине çирĕплетет. Çак çитĕнÿ малашне кунпа çеç лăпланса лармалла маррине те, пысăк пĕлÿ шайĕллĕ ачасене ытларах вĕрентсе кăлармаллине те палăртать, - хăйĕн шухăшне пĕлтерет Владислав Константинович.

 

Вĕренÿ сыхлăх шайне палăртрĕ

Октябрĕн 4-мĕшĕнче Раççейре Гражданла сыхлав кунне паллă тăваççĕ. Çак куна халалласа çулсеренех çĕршывра штаб вĕренĕвне ирттереççĕ. Кăçал та вăл виçĕ тапхăрпа иртет. Вĕренĕвĕн пĕрремĕш кунĕнче диспетчерпа дежурнăйăн пĕрлехи служби «хăрушлăх» сиксе тухнине пĕлтерсенех район администрацийĕ çумĕнче шутланса тăракан ятарлă комисси васкавлă ларăва пуçтарăнчĕ. Тÿрех палăртмалла, асăннă комисси йышĕнче аварилле лару-тăрăва кĕске вăхăтрах сирме пултаракан службăсен, сиплев учрежденийĕсен, апат-çимĕçпе, продовольствипе, çи-пуçпа тивĕçтерекен предприятисен ертÿçисем тăраççĕ. Комисси чи малтанах гражданла сыхлăха ÿстерес тĕлĕшпе мĕнле ĕçсем туса ирттермеллине палăртрĕ, «хăрушлăх» сиксе тухнине пĕлтермелли сигналсем мĕнле ĕçленине тĕрĕсленĕ. Çавăн пекех апат-çимĕçпе тивĕçтермелли, çынсене эвакуацилемелли майсене тишкерчĕ. Пĕтĕм Раççейри вĕренĕвĕн иккĕмĕш кунĕнче вара хÿтлĕх хатĕрĕсемпе тивĕçтерекен, санитари, çуса тасатакан, апат-çимĕç паракан ятарлă пунктсем, тумтире ерекен чиртен тасатакан станци, аварипе çăлавçăсен службисем чрезвычайлă лару-тăрăва мĕнле хатĕрленсе çитнине тĕрĕслерĕмĕр. Октябрĕн 6-мĕшĕнче, вĕренĕвĕн виççĕмĕш тапхăрĕнче, пысăк масштаблă лару-тăрăва сирессипе, пушара сÿнтерессипе практика мероприятийĕсем иртрĕç. Пĕтĕмĕшле илсен, Элĕк районĕ «ăнсăртран сиксе тухнă инкеке» сирессипе япăх мар ĕçлерĕ, мĕнпур служба вĕренÿ пуçламăшĕнче палăртнă тĕллевсене пурнăçларĕ. Апла пулин те тĕрлĕ служба пĕрле çыхăнса ĕçленĕ чухне хăш-пĕр çитменлĕхсем палăрчĕç. Вĕренĕве хутшăннă кашни службăнах ку тĕлĕшпе асăрхаттарусем панă, вĕсене сирмелли вăхăта палăртнă.                                                            

Виктор ОСИПОВ,

район администрацийĕн ятарлă программăсен секторĕн заведующийĕ.

 

Илеме хаклама пĕлни вĕренÿре те пулăшать

Ÿкерчĕкĕсем хăйсен пурнăçĕпе пурăнаççĕ тейĕн, чĕрĕ пек курăнаççĕ. Ураскилт шкулĕнче вĕренекен Вероника Петрова чĕр чунсене, çут çанталăка шурă хут çине илемлĕ сăрăсемпе куçарать.

Шăнкăрав. Урок ларчĕ. Рисовани предметне вĕрентекен Вячеслав Осипов ачасене ирĕклĕ темăпа ÿкерчĕк калăплама ыйтать. Нумай шутласа тăмасть Вероника, сарă, симĕс, хĕрлĕ тĕссемпе кĕрхи вăрман илемне куç умне кăларса илемлĕ ÿкерчĕк тăвать. Вĕрентекен унăн ĕçне пысăк хак парса «Кĕрхи бал» уявне халалланă курава тăратма сĕнет. Пиллĕкмĕш класс хĕрачи килĕшет педагогпа. Вероникăн 3-мĕш класра вĕренекен Кристина йăмăкĕ те аппăшĕ пекех ÿкерме кăмăллать. Пĕр-пĕр уяв тĕлне ăмăртмалла хитре ÿкерчĕксем туса хураççĕ, вĕсене çывăх çыннисене парнелесе савăнтараççĕ.

Илеме мĕн ачаран туйма тата курма пĕлекен хĕрача чечексене те кăмăллать. Вĕсене шурă хут çине ÿкернипе пĕрлех килĕнче те çитĕнтерет: шăварать, çĕрне кăпкалатать, тусанран тасатать. Шкулта тăхтав вăхăтĕнче те чечексенчен уйрăлмасть хĕрача.

Вĕренÿре лайăх паллăсемпе ĕлкĕрсе пыракан Вероника Петрова спортра та палăрать. «Кăçал эпир Кострома облаçĕнчи Буй хулинче иртнĕ ăмăртăва хутшăнтăмăр. Хăвăрт утассипе эпĕ 3-мĕш вырăн йышăнтăм», - хавхаланса каласа парать хĕрача.

Шкул ачи ытларах математика, чăваш тата вырăс чĕлхисене, географи, истори урокĕсене юратса вĕреннине те пытармасть. Вĕренÿпе кану вăхăтне те шайлаштарса пырать. Шкулта иртекен кашни мероприятие хаваспах хутшăнать.

В.НИКИФОРОВА.

 

Вĕрентекенсем пĕр-пĕрин опычĕпе паллашрĕç

Ачасене тивĕçлĕ воспитани тата паха пĕлÿ парасси вĕрентекенрен нумай килет. Федерацин патшалăх вĕренÿ стандарчĕпе килĕшÿллĕн ĕçлеççĕ те ĕнтĕ педагогсем. Çулсеренех иртекен курссене те хаваспах хутшăнаççĕ, квалификацие ÿстереççĕ.

Иртнĕ эрнере Элĕк вăтам шкулĕнче районти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен «Федерацин патшалăх вĕренÿ стандартне аталантарас условисенче чăваш чĕлхипе литература урокĕсене вĕрентесси» темăпа курс вĕçленчĕ. Вĕренÿ программи 72 сехет пулчĕ. Вĕренÿ институчĕн филологи кафедри ятарлă план тăрăх сентябрĕн 7-30-мĕшĕсенче ирттернĕ курсра районти вĕренÿ учрежденийĕсенчи пурĕ 22 вĕрентекен хутшăнчĕ.

Курс куçăмлă тата дистанци мелĕпе иртрĕ. Тĕрĕслев тата тест ĕçĕсем дистанци мелĕпе пулчĕç. Виçĕ кун хушшинче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем хăйсене валли çĕннине чылай пĕлчĕç, çĕнĕ стандартпа килĕшÿллĕн урока йĕркелессин уйрăмлăхĕсене тишкерчĕç.

Çавăн пекех вĕрентекенсем пĕр-пĕрин опычĕпе паллашас тĕллевпе Етĕрне районĕнчи Тури Ачак шкулне çитсе килчĕç. Вĕсем кунта уçă уроксенче пулчĕç. Унсăр пуçне вĕсен Айдак ячĕпе хисепленекен музейри экспонатсемпе те паллашма май килчĕ.

Çакăн йышши курссем виçĕ çулта пĕрре иртеççĕ. Кунта ĕç опычĕпе паллашнисĕр пуçне ăс-хакăла пуянлатма, тавракурăма аталантарма май пуррине палăртрĕç чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем.

Галина ИВАНОВА, районти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен методика пĕрлешĕвĕн ертÿçи.

 



Элĕк районĕн хаçачĕ
10 октября 2016
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter