Регион Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсемпе ĕçлĕ канашлу ирттернĕ

 


Юпа уйăхĕн 10-мĕшĕнче регион Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсемпе ĕçлĕ канашлу ирттернĕ. «Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн çĕнĕ йышĕ йĕркеленчĕ. Малашне пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçлессине шанатпăр. Кашни ыйту çине тивĕçлĕ тимлĕх уйăрасса ĕненетпĕр», - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тĕл пулăва хутшăннисене.  Яваплăха туйса ĕçлемелле депутатсен пиллĕк çул хушши.  Республика бюджетне йышăннă чухне питĕ тимлĕ пулмалла, тухăçлă ĕçлеме тăрăшмалла.  Республика хысни яланах социаллă пĕлтерĕшлĕ пулнă, малашне те çакăн пекех пуласси паллă. Обществăлла финанс ыйтăвĕсемпе тухăçлă ĕçленин кăтартăвĕпе, Раççейре чи ăста ĕçлесе пыракан вунă регион хушшинче Чăваш Республики тăни те пысăк çитĕнӳ.  

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева, пĕр-пĕринпе уçăмлă калаçнăшăн ырласа тав сăмахĕсем каланă. Кирек епле парти членĕсем пулсан та, пурин те Чăваш Республикин ырлăхĕшĕн тăрăшса ĕçлемеллине асăннă вăл.   «Эпир уçă калаçу ĕçне ырлатпăр.  Пурсăмăр та Чăваш Республикинче пурăнакансен пурнăç условийĕсем лайăх пулччĕр тесе тăрăшатпăр», - тенĕ сăмаха малалла тăсса  Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ.  Пуласлăхра тата та тухăçлăрах ĕçлеме чĕнсе каланă депутатсене Валерий Филимонов.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин малашне те мĕнпур влаçра ĕçлекенсем хушшинче çирĕп çыхăну пулассине, пĕрне-пĕри ăнланса ĕçлессине çирĕплетсех каланă. «Эпир яланах депутатсен сĕнĕвĕсене шута илнĕ, вĕсен ыйтăвĕсене тĕпе хума тăрăшнă», - тенĕ вăл сăмаха пĕтĕмлетсе.  Наци ыйтăвĕпе тата социаллă политика пайĕпе ĕçлекен Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Комитет председателĕ, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» фракци ертӳçи Вячеслав Рафинов  хăйĕн сăмахĕнче, пур депутатсемпе те çирĕп çыхăну тытса ĕçлеме хатĕр пулнине пĕлтернĕ. «Чи пахи – халăх сĕнĕвĕсене тĕпе хурса ĕçлени.  Çакăн пирки пур депутатсен те питĕ лайăх ăнланмалла», - тенĕ вăл. Халăх тăратнă ыйтусене татса парассишĕн ĕçлемелле тенĕ.  Чăваш Республикинчи Патшалăх Канашĕнчи   КПРФ парти ертӳçи Юрий Шлепнев пур партисен ыйтăвĕсем çине те пĕр тан тимлĕх уйăрма ыйтса каланă. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕнчи «Справедливая Россия» партийĕн ертӳçи Игорь Моляков пурне те тухăçлă ĕçлеме сĕннĕ.  Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ, строительство енĕпе ĕçлекен Комитет ертӳçи, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партийĕн регионти уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов,  тĕрлĕ партисен вăйĕсене пĕр чăмăра пухассишĕн çине тăрса ĕçлессине каланă. «Раççей Патшалăх Думинче Чăваш Енрен пиллĕк депутат. Вĕсен пурин те Чăваш Ен халăх ырлăхĕшĕн тăрăшмалла. Шанатпăр, çакăн пек пĕтĕмпех пуласса», - тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.  Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн бюджет пайĕпе ĕçлекен Комитет ертӳçи Альбина Егорова виçĕ çул валли йышăнмалли бюджет ыйтăвĕпе ĕçлеме депутатсем хатĕр пулнине палăртнă. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн экономика тата агропромышленноç ыйтăвĕсемпе ĕçлекен Комитет ертӳçи Сергей Павлов регионта пурăнма условисем лайăх пултăрччĕ тесе тăрăшмаллине асăннă. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Андрей Александров тĕрлĕ саккун ыйтăвĕсене обществăри экспертсене явăçтарсан аван пулнă пулĕччĕ тенĕ.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш Республикин финанс министрĕ Светлана Енилина виçĕ çул валли йышăнмалли республика бюджечĕн проекчĕ пирки каласа кăтартнă.  Республикăн харпăр хăй тупăшĕ пысăк пулнине кура, бюджета «çирĕп ура çине» тăма витĕм кӳнине пĕлтернĕ. «Республикăн харпăр хăй тупăшне 1,7 млрд тенкĕ ӳстерме палăртатпăр.  2017-2018-мĕш çулсем валли бюджетăн тупăш пайне пысăклатса пырасси çине тимлĕх уйăрăпăр», - тенĕ вăл сăмаха пĕтĕмлетсе.  Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Юрий Исаев яланах депутатсемпе тачă çыхăнса ĕçлеме хатĕррине палăртнă. Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова, Чăваш Республикин строительство министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Максим Иванов та мĕнпур сĕнӳсене ырланă.   Чăваш Республикин Пуçлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче, хăй вăхăтĕнче регионта пая кĕрсе улталаннă çынсен шăпи пирки пăшăрханса аса илнĕ. Кун пек киревсĕр ĕçсем малашне тума юраманнине асăрхаттарнă.  Чăваш Республикин юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Наталья  Тимофеева регионти ырă тĕслĕхсене шута илсе, саккун йĕркине кĕртсе пымаллине асăннă.  Михаил Игнатьев нумаях пулмасть çĕнĕ министерство йĕркеленнине, ăна пула хăш-пĕр специалистсен урăх ĕçсене куçмаллине палăртнă.  Енчен те хăш-пĕр çынсем ĕçсĕр юлас пулсан, вĕсене те çийĕнчех ĕçпе тивĕçтерме тăрăшăпăр тенĕ сăмаха тăсса.  Чăваш Ен Пуçлăхĕ депутатсене федераци ĕçтешĕсемпе тачă çыхăнура ĕçлеме каланă, вĕсен паха опытне тĕпе хума сĕннĕ.  Ку хутĕнче канашлăва пухăннисем социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусем пирки те тĕплĕн сӳтсе явнă, кашнинпех тивĕçлĕ мерăсем йышăнса хăварнă. Халăх патне яланах вăхăтра тата тĕрĕс хыпарсем илсе çитермеллине асăрхаттарнă. Тĕплĕнрех



11 октября 2016
10:23
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter