Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей медицина академийĕн ректорĕпе, медицина наукин докторĕпе, профессор Лариса Мошетовăпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

 


Юпа уйăхĕн 10-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей медицина академийĕн ректорĕпе, медицина наукин докторĕпе, профессор Лариса Мошетовăпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ.  Ертӳçĕсем калаçу вăхăтĕнче çынсене пахалăхлă медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерессипе çыхăннă ыйтусем пирки тĕплĕн сӳтсе явнă.  Сумлă хăнана Лариса Мошетовăна чăваш çĕрĕ çине килсе çитнĕшĕн  Михаил Игнатьев чĕререн тав сăмахĕсем каланă.  Ăна вăл медицина çăлтăрĕ тесе хакланă, пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕçлеме хатĕр пулнине, кадрсем йĕркелесе тăратас ĕçре витĕм кӳме чĕнсе каланă. «Эпĕ пĕр хуччен çеç мар Чăваш Республикинче пулнă. Пĕр икĕ çул çурă каялла ятарлă канашлу ĕçне те хутшăннăччĕ.  Ун чухне манăн çав тери лайăх кăмăл-туйăм çуралчĕ Чăваш Республики пирки. Врачсене тарăн пĕлӳ пама пулăшакан институт пирки те ыррине çеç калама пултаратăп. Институт ректорĕ пысăк тĕллевлĕ çын, тавракурăмлăхĕ те анлă.  Коллектив та питĕ кăмăллă.  Кашни çын хăйĕн ĕçне юратса хисеплени куçкĕретех», - тенĕ сумлă хăна.   Чăваш Республикин тĕп хулинче таврара тирпей-илем хуçаланнине асăрханă.  «Хула хăйĕн илемлĕхĕпе тата тасалăхĕпе пурин чунне те «тыткăна» илет.   Халăх ырă кăмăллă пулни те паха», - тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.  Лариса Мошетова Раççейри медицина академийĕн ĕçĕ пирки тĕплĕн каласа кăтартнă Михаил Игнатьева. «Пĕтĕмпе учрежденире 99 кафедра, унта пурĕ 37 пин çын ăс пухать. Кафедра ертӳçисем çав тери пысăк специалистсем. Вĕсем: Лео Бокерия, Геннадий Онищенко, Анна Попова, Александр Коновалов тата ыттисем те. «Чӳк уйăхĕн 1-мĕшĕнчен федераци статусне илетпĕр», - тенĕ, вĕренӳ пайĕ çĕнĕлле вăй илсе пынине палăртнă.   Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çак ĕçсене пĕтĕмпех пысăка хурса хакланă, республикăра медицина пайĕнче тăрăшакансемшĕн пĕлӳ пухма çĕнĕ çул-йĕрсем уçăлнăшăн ырланă. Тĕплĕнрех



11 октября 2016
09:10
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter