Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Мускавра пулнă

 Юпа уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Мускавра. Раççейри Испани Королевствинче Испани Посолĕ, Хосе Игнасио Карбахаль Гарате йыхравланипе, вăл вĕсен Наци уявне хутшăннă.   Палăртса хăваратпăр, Чăваш Республикипе Испани хушшинче тарăн çыхăну йĕркеленнĕ. Экономикăра, культурăра, вĕрентӳ пайĕнче те пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕçлени куçкĕретех.  Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Федерацин Çул-йĕр агенствин ертӳçи Роман Старовойт чĕннипе паян «ДорогаЭкспо-2016» курав-форум ĕçне хутшăннă. Куравра пĕтĕмпех çул-йĕр строительствипе çыхăннă пысăк технологиллĕ хатĕрсене йĕркелесе тăратнă. Çĕнĕлĕхсемпе паллашма çакăн пекех Чăваш Енрен Михаил Игнатьевпа пĕрле сумлă делегаци кайнă, вĕсем: Чăваш Республикин çул-йĕр тата транспорт министрĕ Михаил Резников, Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков, регионти предприятисемпе организацисен ятарлă представителĕсем тата ытти официаллă çынсем пулнă. Тĕплĕнрех



12 октября 2016
17:35
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter