Раççей Федерацийĕн Шалти ĕçсен министерствин Атăлçи регионĕсен шалти çарсене ертсе пыракан пуçлăхăн çумĕпе Евгений Березинпа Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

 


Юпа уйăхĕн 11-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Шалти ĕçсен министерствин Атăлçи регионĕсен шалти çарсене ертсе пыракан пуçлăхăн çумĕпе Евгений Березинпа Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Раççей Федерацийĕн наци гвардийĕн çарĕн Чăваш Республикинчи пай  пуçлăхĕ пулма Алексей Ежеева уйăрса лартни пирки пĕлтернĕ сумлă хăна.   Çак ыйтăва Федераци службин наци гвардийĕн çар директорĕ Виктор Золотов  генерал хушăвне тĕпе хурса йышăннине палăртнă Евгений Березин.  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев регионта тĕрлĕ вăй структурисем пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçленине кура, обществăлла политика лару-тăрăвĕ çирĕп йĕркеленсе аталанса пынине пĕлтернĕ, паллах, çакă республикăн инвестици илĕртӳлĕхĕшĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине асăннă.   Александр Ежеева тухăçлă ĕçлесе пыма вăй-хал суннă, малашне те пĕр-пĕринпе тачă çыхăну тытса ĕçлеме хатĕр пулнине палăртнă Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.

 Тĕплĕнрех



12 октября 2016
09:23
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter