Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа «Стровен» АХО тата «Чуваштеплокабель» ТМЯО ĕçĕсемпе паллашнă

 Юпа уйăхĕн 11 мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа «Стровен» АХО тата «Чуваштеплокабель» ТМЯО пулнă. Унпа пĕрле ĕçлĕ çул çӳревре Чăваш Республикин экономика министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Инна Антонова, Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков пулнă.

  «Стровен» АХОра республика Ертӳçи йывăçран хатĕрленсе тухакан таварсене пăхса çаврăннă, вĕсен пахалăхне тишкернĕ, производствăн цехĕсене кĕрсе курнă.   «Стровен» АХО генеральнăй директорĕ Петр Кирюхин хатĕр таварсене кăтартнă ертӳçĕсене, вĕсене çĕршыври тĕрлĕ регионсене тата ют çĕршывсене  те ăсатнине пĕлтернĕ. Пуласлăхра производствăна анлăлатасси пирки те каланă.  «Эсир калăпласа кăларакан станоксем паянхи рынокра питĕ кирлĕ, вĕсене предприятисем ыйтни куçкĕретех», - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.  

«Чуваштеплокабель» ТМЯО регион Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев таварсен пахалăхĕпе кăсăкланнă. Чăннипех те, çак предприяти Раççейри ултă предприятирен пĕри, пӳлĕмсенче урайне ăшăтма ятарлă хатĕрсем тирпейлесе кăлараççĕ. Предприятийĕн генеральнăй директорĕ Юрий Сельцов хăнасене организаци ĕçĕпе паллаштарнă.  Кунта та тирпейленсе тухакан таварсене ют çĕршывсенче те, Раççейри тĕрлĕ регионсенче ĕçлекен предприятисем кăсăкланнине, вĕсемпе усă курнине палăртнă.

  «ЖКХ пайĕнче çĕнĕ пысăк технологиллĕ хатĕрсене пурнăçа кĕртсе пымалла. Сывлăх сыхлавĕнче, вĕренӳ пайĕнче, нумай хваттерлĕ çуртсенче, спорт объекчĕсенче çак ăшăтмалли хатĕрсене вырнаçтарассипе ĕçлемелле», - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхне Алексей Ладыкова хулан хуçалăхĕнче анлăрах усă курма сĕннĕ çак çӳлерех палăртнă предприятийĕн таварĕсемпе.

Журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çакă икĕ предприяти те пысăк пуласлăхлă пулнине асăннă.  Вĕсем ăнăçлă аталанса пыни - регионшăн та пĕлтерĕшлине каланă. «Предприятисемпе организацисем тупăшлă ĕçлени – влаç тата бизнес-пĕрлешӳ тачă çыхăнура пулнине çирĕплетет.  Пĕчĕк тата вак предпринимательлĕх пайĕнче ĕçлекенсем патшалăх пулăшăвне туяççĕ.  Вĕсем хăйсен пуçарăвĕсене пурнăçа кĕртсе пыни те куçкĕретех», - тенĕ Михаил Игнатьев.  Сăмаха май, «Чуваштеплокабель» ТМЯОна патшалăх енчен предприяти валли пысăк технологиллĕ хатĕрсем туянма пулăшу куçнине палăртнă. «Стровен» АХО тирпейлесе кăларакан таварсене ют çĕршывсенче, Раççейри тĕрлĕ регионсенче вырнаçтарнине кура, халăх валли тата та пысăк ĕç вырăнĕсем йĕркелеме, предприятийĕн таварсен калăпăшне те ӳстерсе пыма витĕм кӳнине уйрăммăн палăртса каланă республика Ертӳçи Михаил Игнатьев. Тĕплĕнрех



12 октября 2016
10:03
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter