Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев В.И.Чапаев ячĕллĕ производство пĕрлешĕвĕн генеральнăй директорĕпе Александр Лившицпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

 


Юпа уйăхĕн 11-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев В.И.Чапаев ячĕллĕ производство пĕрлешĕвĕн генеральнăй директорĕпе Александр Лившицпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ.  Ертӳçĕсем калаçу вăхăтĕнче производствăна аталантарассипе çыхăннă ыйтусем пирки тĕплĕн сӳтсе явнă.

  Регион Ертӳçи  предприятире тухăçлă ĕçлесе пыракан çынсем тăрăшнине асăннă.  Çар промышленноçĕ валли те тăтăшах заказсемпе ĕçленине палăртнă. Паллах, ĕç укçи пирки те каламасăр май çук, вĕсен вăл виçе кирлĕ пек шайра пулса пыни те никамшăн та вăрттăнлăх мар.   Халăх валли те ĕç вырăнĕ кулленех йĕркеленсе пырать.

 Александр Лившиц  хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Правительствине тата республика Ертӳçине Михаил Игнатьева завода аталанса пыма витĕм кӳнĕшĕн ырласа тав сăмахĕсем каланă. «Юлашки çулсенче производствăн калăпăшĕ ӳссе пырать. Кăтарту пысăк пулни те куçкĕретех.  Çулталăк вĕçленнĕ тĕле ӳсĕм 163 процентпа танлашасси те паллă.  Предприятийĕн тупăшĕ те пысăкланĕ, ăна 150 процента çити хăпартма палăртса хунă. Халăх валли кирлĕ таварсен калăпăшне те ӳстерме палăртса хунă.  Калăпăр, ачасем валли резина атăсем ытларах Китайран илсе кӳреççĕ. Малашне завод çак таварсене хамăр тăрăхрах калăплама палăртать.  Енчен те федераци пулăшăвне тивĕçсен, таварсене тирпейлесе кăларма нимĕнле йывăрлăх та кăларса тăратмĕ», - тенĕ вăл.

«Эпĕ ку ыйтупа питĕ килĕшетĕп», - палăртнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.  Сăмаха май, Чăваш Ен Правительстви Раççей Федерацийĕн Промышленноç тата суту-илӳ министерствипе тачă çыхăну тытса ĕçленине пĕлтернĕ.  Александр Лившица ыйтусене пурнăçа кĕртме ятарлă сĕнӳсем тăратма каланă, май килнĕ таран пулăшу кӳме те хатĕр пулнине асăннă Михаил Игнатьев.

Александр Лившиц çулталăк пуçланнăранпа пĕтĕмпе халăх валли 200 ĕç вырăнĕ хатĕрленине, мĕнпур коллективран 30 проценчĕ 35 çулти яш-кĕрĕм пулнине пĕлтернĕ.  Савăнтарать, çамрăксем производствăна ĕçлеме килни.  Ĕç çыннин çулталăкĕнче уйрăмах ĕç профессисене тĕпе хумалла. 

Ертӳçĕсем  калаçура сывлăх пирки те сăмах пуçарнă.   Чăваш Республикин Патшалăх Канашне  Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тухнă Çырăва шута илсе, предприяти сывлăх сыхлавĕн профильне йĕркеленĕ.  Ку енĕпе тĕллеве туллин пурнăçланине каланă заводăн генеральнăй директорĕ. Тĕплĕнрех



12 октября 2016
08:57
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter