Элĕк районĕ: конкурсра палăрнă

Район уй-хирĕнче

Районта çĕр улми кăларас ĕç вăраха кайрĕ. Çут çанталăк условийĕсене пула ăна вăхăтра пуçтарса кĕртесси тăсăлса пырать. Çумăр час-часах çуса тăнăран çĕртме сухине те вĕçлеме йывăртарах. Планпа 6000 гектар çĕре сухаламалла пулсан, ăна 3126 гектар (52 процент) çинче кăна пурнăçланă-ха.

Октябрĕн 3-мĕшĕ тĕлне çĕр улмие пурĕ 310 гектар (50,9 процент) çинчен пуçтарса илнĕ. Пĕлтĕр çак кăтарту ку тапхăрта 80 ытла процентпа танлашнă.

Купăста касассипе ĕçсем малалла пыраççĕ. Пахча çимĕçе хальлĕхе 7 гектар çинче кăна каснă. Планпа 155 гектар çинчен пуçтармалла. Ку ĕç Э. Лебедев, С. Волков ертсе пыракан хресчен-фермер хуçалăхĕсенче лайăх йĕркеленĕ.

Кукуруза вырассипе ĕçсем вĕçленнĕ. Ку енĕпе «Новый путь» хуçалăх ăнăçлă ĕçленĕ. Çĕртме сухине те хуçалăх 880 гектар çинче пурнăçланă.

 

Конкурсра палăрнă.

Республикăра çулсеренех ялсенче тирпей-илем кĕртессипе, йывăçсем тата чечексем лартассипе смотр-конкурс иртет. Унта социаллă сфера учрежденийĕсен территорийĕсенче, кану кĕтесĕсенче, уйрăм секторлă урамсенче, нумай хваттерлĕ çуртсен территорийĕнче, уйрăм çынсен çĕр лаптăкĕсене хăтлăх кĕртнине тата чечексем лартнине пăхса тухаççĕ. Асăнса хăвармалла, Элĕкри Совет Союзĕн Геройĕ М.Е. Ефимов ячĕллĕ лапам кăçал палăрмаллах улшăнчĕ: йĕри-тавра илемлĕ те хăтлă, чечексем ешереççĕ. Асăннă конкурсра район центрĕ «Чечеклĕхе тата кану кĕтесĕсене капăрлатни» номинацире иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ, 24468,00 тенкĕ укçан премие çĕнсе илчĕ.

 

Вĕренÿ иртет

Октябрĕн 4-мĕшĕнче Чăваш Енре халăха пĕлтерекен регионти централизациленĕ автоматизаци тытăмне тĕрĕслессипе планпа килĕшÿллĕн вĕренÿ иртет. Гражданла сыхлавпа вĕренÿ пуçланни çинчен урамсенче вырнаçтарнă сиренăсем, радио тата телевидени каналĕсемпе пĕлтерĕç.

«Пурне те тимлĕ пулма ыйтатпăр!» асăрхаттару сигналĕ çак кун икĕ хутчен - 10.00 тата 10.30 сехетсенче янăрĕ. Кусем пĕтĕмĕшле вĕренÿпе çеç çыхăнĕç. Çавăнпа та район çыннисене лăпкăлăха пăхăнма сĕнесшĕн. Унчченхи пекех ĕçе тăсма, занятисем ирттерме юрать.

Асăннă вĕренÿ виçĕ куна тăсăлать. Вăл виçĕ тапхăрпа иртет. Раççей, регион тата район шайĕнче октябрĕн 4-6-мĕшĕсенче планпа килĕшÿллĕн тĕрлĕ мероприяти пулать.

 

Чи лайăх шкул директорĕсен йышĕнче

И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ 2015 çултанпа «Чăваш Енри чи лайăх 50 шкул директорĕ» конкурс ирттерет. Кăçал та унта 180 шкул хутшăннă. Иртнĕ кунсенче асăннă конкурса пĕтĕмлетнĕ. Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене 2016 çулта асăннă университета кашни шкултан миçе ача вĕренме кĕнине шута илсе палăртнă. Сентябрĕн 29-мĕшĕнче конкурс çĕнтерÿçисене чысларĕç.

«Чăваш Енри чи лайăх 50 шкул директорĕ - 2016» республикăри 2-мĕш конкурсра Элĕк районĕнчи вĕренÿ учрежденийĕсен ертÿçисем пуррине те асăнмалла. Вĕсен шутĕнче - И.Я. Яковлев ячĕллĕ   Элĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул директорĕ Владислав Волков тата Юнтапари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул директорĕ Альберт Кондратьев.

Асăннă шкулсен статистикине тишкерсен çакăн пек ÿкерчĕк тухса тăрать. 2016 çулта Элĕкри вăтам шкултан 39 ача вĕренсе тухнă, вĕсенчен 9-шĕ педагогика университетĕнче тĕрлĕ факультетсенче аслă пĕлÿ илме пуçланă. «Пирĕн шкула пĕтерекен ачасенчен 3-4-шĕ çулсеренех педагог профессине суйлаççĕ. Сăмахран, кăçал шкулпа сывпуллашнисем аслă пĕлÿ паракан асăннă вĕренÿ учрежденийĕнче пĕри ют чĕлхе факультетне вĕренме кĕнĕ, тепри - психолога, виççĕмĕшĕ логопеда вĕренеççĕ. Тепĕр пулăма та асăнмалла, иртнĕ çулсенче темиçе вĕренекен те физкультура факультетне суйланă. Çамрăк ăру педагогика енĕпе пĕлÿ илни савăнтарать», - палăртрĕ Альберт Петрович.

Чи лайăх шкул директорĕсене чысланă кун Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕпе И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ малашне те професси пĕлĕвĕ парассипе тата наукăпа тĕпчев ĕçĕпе, республикăна валли педагогика кадрĕсем хатĕрлессипе тăтăшах хутшăнса ĕçлессине çирĕплетсе килĕшÿ çырнă.  

Э.ЭЛИНА.

Ватăсене тимлĕх уйăрчĕç

Ватăсен кунне халалласа Элĕкри тĕп больницăра сывлăх сыхлавĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнисене уяв туса пачĕç. Аслă çулсенчисем хăйсене манманшăн, сума сунăшăн чĕререн савăнчĕç.

Чи малтанах ватăсене хăйсем ĕçленĕ пÿлĕмсене кăтартрĕç. Унтан савăнăçлă мероприяти поликлиникăн конференц-залĕнче малалла тăсăлчĕ. Район больницин тĕп врачĕ Василиса Архипова ветерансене саламланă май кунти ĕç-хĕлпе паллаштарчĕ, умри тĕллевсене палăртрĕ. Пухăннисене «Ĕç вырăнĕнчи сывлăх «Хăвăнтан пуçла» корпоративлă программăпа паллаштарчĕ. Валерий Товарищев врач-бактериолог ветерансене илемлĕ юрăсем парнелерĕ.

 

Ырă сăмахсене тивĕçрĕç

Эпир те, инçетри ялсенче пурăнакансем, Пĕтĕм тĕнчери ватăсен кунне кашни çулах йăлана кĕнĕ йĕркепе уявлама тăрăшатпăр. Кăçал та Мартынкасси тăрăхĕнче пурăнакан ватăсем клуба пухăнтăмăр. А.Ильина клуб заведующийĕ хăнасене ырă кăмăлпа кĕтсе илчĕ. Кĕр мăнтăрĕпе уяв сĕтелĕ çине тутлă апат-çимĕç лартса тултарнă. Уява Чăваш Сурăм ял тăрăхĕн пуçлăхĕ П.Павлов уçрĕ, пухăннă ватăсене уяв ячĕпе саламларĕ, пурнăçра ырлăх-сывлăх сунчĕ. Хыççăн район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн начальникĕ Э.Николаев салам сăмахĕ каларĕ. Вырăнти ватăсен пĕрлĕхĕн ертÿçи П.Ефимов та пухăннисене вăрăм кун-çул, пурнăçра ăнăçу сунчĕ. Паллах, ватăсем ял хуçалăхĕнче нумай çул ĕçленĕ, вăрçă ачисем пулнă май пуçлăх тилхепине тытса пыракансенчен ырă сăмах илтме тивĕç. Акă вĕсен йышĕнче ачасене математика предметне вĕрентнĕ Т.Анисимова, нумай çул выльăх-чĕрлĕх патĕнче ĕçленĕ дояркăсем Г.Ястребова, Д.Ефимовăпа Е.Николаева, водительте тимленĕ шофер А.Илларионов, механизатор пулнă тракторист Н.Андреев, уй-хир бригадинче ĕçлекенсем Ю.Федорова, Л.Тимофеева, Р.Васильева, О.Алексеева, Е.Григорьева тата ыттисем те пур.

Уявăн савăнăçлă саманчĕ - юрласси тата ташласси. Пурте юрласа ташларĕç, савăнчĕç, иртнĕ пурнăçа аса илчĕç.

В.АРХИПОВ, ĕç ветеранĕ, Мартынкасси ялĕ.

 



Элĕк районĕн хаçачĕ
12 октября 2016
10:08
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter