Раççейри Испани Посольствинче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Наци уявне хутшăннă

 Юпа уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Испани Посолĕ Хосе Игнасио Карбахаль Гарате тата Карбахаль де госпожа йыхравланипе Раççейри Испани Посольствинче вĕсен Наци уявĕн торжествăлла пайне хутшăннă.

 Хосе Игнасио Карбахаль Гарате Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева паллă пулăма килсе çитнĕшĕн тав тунă,  Чăваш Республикипе тачă çыхăнса ĕçлеме тĕрлĕ майсем йĕркелесе тăратнăшăн ырланă.  Малашне те анлă çыхăнусем упранса тата та анлăрах сарăлса пырассине нимĕн иккĕленмесĕрех каланă.

 Чи малтанах Михаил Игнатьев пĕрле йышăннă проектсем пурнăçа кĕрсе пынăшăн чĕререн  тав тунă. Палăртса хăваратпăр, юлашки çулсенче чăннипех те, Испанипе Чăваш Ен хушшинче ырă пуçарусем пурнăçа кĕрсе пыраççĕ.  Чăваш Республикинче Испани халăхĕн «Rоса Group» виçĕ производстви тухăçлă ĕçлет.  Калăпăр, 2011 çулта çĕртме уйăхĕн 7-мĕшĕнче  «Керамика» ТМЯО тĕрĕ ваннăсем калăплакан завод хута кайрĕ. Раççейри улттăмĕш завод пулса тăчĕ. Завод проектне пурнăçа кĕртме пурĕ 487 млн тăкакланă.  Çулталăкне вĕсем 50 пин ванна тирпейлесе кăлараççĕ. Тата та тепĕр ырă тĕслĕх: Çĕнĕ Шупашкарта 2015 çулта çĕртме уйăхĕнче «Экоклинкер» ТМЯО ĕçлеме тытăннă. Вĕсем пысăк технологиллĕ хатĕрсене Испанирен илсе килнĕ, тĕрлĕ тавар тирпейлеме пуçланă. Çулталăкне 36 млн кирпĕч калăпласа кăлараççĕ.  

 Культура пирки чарăнса тăрас пулсан, кунта та çитĕнӳсем çук мар. И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче мастер-классем иртнĕ. Икĕ халăх хушшинчи килĕшĕве тытса пырас пирки ĕç хутне те алă пусса çирĕплетнĕ.  Юпа уйăхĕн 12-мĕшĕнче Барселонăра «Либер-2016» кĕнекесен куравĕ ĕçлеме пуçланă.  Унта та Чăваш Енрен ятарлă представительсем хутшăннă. Чăваш кĕнеке издательстви хăйĕн кăсăклă кĕнекисене курава илсе кайса тăратнă.  Чăваш халăхĕн культури, йăла-йĕркине çутатса паракан кĕнекесем чи чаплă вырăнта пулнă. Тĕнчипе паллă поэма «Нарспи» (унăн авторĕ Константин Иванов) пуриншĕн те кăсăклă. Унпа тан ытти кĕнекесене те куравра  анлăн хатĕрлесе тăратнă.

 Бизнесри тĕрлĕ ыйтусене татса парас ĕçре Чăваш Республики ыттисем хушшинче тивĕçлипех кăтартса пама пултарни никамшăн та вăрттăнлăх мар.  Наци рейтингĕнче инвестици илĕртӳлĕхĕн кăтартăвĕпе Раççейри 85 субъект хушшинче улттăмĕш хисеплĕ вырăн йышăнни пурне те çав тери хавхалантарать. Регион çĕнĕлле аталанса пырас ĕç кăтартăвĕпе те рейтингра саккăрмĕш вырăнта тăни савăнтарать. Чăваш Республикинче тĕнчипе паллă Германирен, Италирен, Японирен компанисем тухăçлă ĕçлесе пыраççĕ. Тĕплĕнрех



13 октября 2016
09:09
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter