Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Ене килсе çитнĕ Барнаулсен «Алтай» клубĕн хоккей командипе тĕл пулнă

Юпа уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Ене килсе çитнĕ Барнаулсен «Алтай»  клубĕн хоккей командипе тĕл пулнă.  «Шупашкар-Арена» пăр керменĕнче хоккей выляссипе аслă лига иртет. Спортсменсене саламланă май, Михаил Игнатьев Чăваш Республикинче спорта аталантарасси çине пысăк тимлĕх уйăрнине пĕлтернĕ.  Калăпăр, юлашки çулсенче палăртнă тытăма пĕтĕмпе 5,5 млрд укçа-тенкĕ хывнине асăннă. Сахал мар спорт сооруженийĕсене çĕклесе лартнине каланă. Ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕсем те ăнăçлă аталанса вăй илсе пынине пĕлтернĕ. Спортсменсем хăйсене çакăн пек ăшшăн кĕтсе илнĕшĕн республика Пуçлăхне тав тунă. Чăннипех те, регионта спортпа аталанса пыма условисем çителĕклĕ пулнине çирĕплетнĕ.  Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев регионсем хушшинчи çирĕп çыхăнăва тытса пыни спорта пысăк витĕм кӳнине палăртнă. «Эпир хамăр тăрăхра, чăваш çĕрĕ çинче хăнасене кĕтсе илме хавас. Эсир пире çĕнĕ çитĕнӳсем тума хавхалантаратăр», - тенĕ сăмаха пĕтĕмлетсе Михаил Игнатьев.    

 

 



14 октября 2016
09:54
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter