Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев сусăр ачасене пуçламăш пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан 3№-лĕ шкулта пулнă

 


Юпа уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев  сусăр ачасене  пуçламăш пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан  3№-лĕ шкулта пулнă.  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьевпа пĕрле Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Юрий Исаев çӳренĕ.  Ертӳçĕсем вĕренӳ учрежденийĕпе паллашнă, тавралăхри тирпей-илеме пăхса çаврăннă, тĕрлĕ пӳлĕмсенчи ятарлă хатĕрсемпе кăсăкланнă, вĕрентекенсемпе калаçнă.  Республика Пуçлăхĕ объектри пурлăхпа техника базине пысăка хакланă.  Сăмаха май, бассейн пирки калаçу хускатнă, ăна çĕнетме сĕннĕ.  Пĕр килнĕ пек чухне, республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ачасемпе те сăмахланă. Шăпăрлансем хăйсен  савăк кăмăлĕ пирки регион Ертӳçине пĕлтернĕ.  Ашшĕ-амăшĕсем те ачасен çитĕнĕвĕсемпе савăнни куçкĕретех.

   Шкулăн директорĕ Евгения Осипова хăйĕн сăмахĕнче учрежденири çирĕп йĕрке пулнине каласа кăтартнă, ачасем пурте хаваспах пĕлӳ илнине, вĕсен сывлăхĕ те çирĕпленнине асăннă. Пурĕ çак шкулта 115 шăпăрлан, вĕсем 2 çултан пуçласа 12 çула çитнисем. Палăртса хăвармалла, мĕнпур ачаран 85 проценчĕ сусăррисем.  Пуçламăш классра вĕрентекен учитель Анна Маркова ачасене вĕрентмелли  ятарлă методика пирки чарăнса тăнă.  Вăл хăйĕн ĕçĕпе питĕ кăмăллă пулнине пĕлтернĕ ертӳçĕсене.  Михаил Игнатьев çамрăка малашнехи ĕçре ăнăçусем суннă.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев учрежденири ĕç ушкăнĕпе тĕл пулнă. Кунта пурĕ 42 педагог вăй хурать, вĕсем хăйсен ĕçне юратса пурнăçлаççĕ. Ачасене юратнăшăн, вĕсемпе ăшпиллĕ калаçнăшăн Михаил Игнатьев  тав тунă.  Вĕрентекенсем социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусем пирки Михаил Игнатьевран ыйтса пĕлнĕ. Сахал тупăшлă çемьесем валли, тариф хакĕсем ӳснине кура, республика хыснинче субсидисем парса тивĕçтерме кăçал пĕлтĕрхинчен 34 процент ытларах укçа-тенкĕ пăхса хăварнине пĕлтернĕ Михаил Игнатьев.   Шкулта ачасене аталанса пымалли хатĕрсемпе тивĕçтерме витĕм кӳресси пирки те каланă вăл. Тĕплĕнрех



14 октября 2016
09:21
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter