Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çул-йĕр хуçалăхĕн ĕçченĕсен кунĕ ячĕпе саламлани

Çул-йĕр хуçалăхĕн хисеплĕ ĕçченĕсем тата ветеранĕсем!

Сире професси уявĕ - Çул-йĕр хуçалăхĕн ĕçченĕсен кунĕ ячĕпе чĕререн саламлатăп!

Çул-йĕр сечĕн пахалăхĕ республика экономикишĕн, социаллă ыйтусене татса парас енĕпе питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çулçӳрев хăрушсăрлăхĕ, Чăваш Енре пурăнакансен тата республика хăнисен хăтлăхĕпе кăмăл-туйăмĕ, регионти пурнăç пахалăхĕ, инвестици климачĕ мĕнле пуласси сирĕнтен нумай килет.

Çулсем тăвасси, вĕсене реконструкцилесси, картишсене юсаса тирпейлесси пирĕн патшалăх политикин тĕп ыйтăвĕсен шутĕнче. Çул-йĕр отраслĕ валли уйăракан укçа калăпăшĕ çулсерен пысăкланса пырать, çакă çĕршер çухрăм çул тума, хуласенчи картишсен территорийĕсене юсама, кĕпер сооруженийĕсен анлă реконструкцине пурнăçлама май парать.

Çул-йĕр отраслĕн ĕçченĕсен профессионализмĕ, вĕсем инноваци технологийĕсемпе тата тивĕçлĕ техникăпа усă курни республикăн анлă çул-йĕр сечĕ кал-кал ĕçлессин никĕсĕ пулса тăраççĕ.

Сире тӳрĕ кăмăллă ĕçшĕн, яваплăха туйнăшăн чунтан саламлатăп. Отрасль ветеранĕсене Чăваш Енĕн çул-йĕр хуçалăхĕн аталанăвне пысăк тӳпе хывнăшăн чĕререн тав тăватăп.

Сире çирĕп сывлăх, çĕнĕ тĕллевсене ăнăçлă пурнăçлама, телей тата ырлăх сунатăп!

 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ                            М.Игнатьев 



14 октября 2016
16:14
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter