Вĕрентỹ организацийĕсем çумĕнчи шырав отрячĕсене, çамрăксен шырав отрячĕсемпе пĕрлешĕвĕсене пулăшас тĕллевпе Чăваш Ен Пуçлăхĕн гранчĕсене çирĕплетнĕ

ÇИТĔНЕКЕН ăрăва çынлăхпа нравственноç, гражданлăх тата патриотизм воспитанийĕ парас, çамрăксене обществăшăн усăллă ĕçе явăçтарас, Тăван çĕршыва хỹтĕлесе вилнисене ĕмĕр асăнмалла тăвас тĕллевпе Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Чăваш Республикинче шырав юхăмне патшалăх енчен пулăшмалли мерăсем çинчен» Указ йышăннă, унпа килĕшỹллĕн вĕрентỹ организацийĕсем çумĕнчи шырав отрячĕсене, çамрăксен шырав отрячĕсемпе пĕрлешĕвĕсене пулăшас тĕллевпе Чăваш Ен Пуçлăхĕн гранчĕсене çирĕплетнĕ. 

Грантсен тĕп тĕллевĕ - Чăваш Республикинче шырав юхăмне малалла аталантарма, шырав пĕрлешĕвĕсен экспедицийĕсене йĕркелессине çỹллĕ шая çĕклеме пулăшасси. Шырав юхăмне укçа-тенкĕ енчен пулăшни çамрăксене пархатарлă ĕçе анлăрах хутшăнтарма май парĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ 100-шер пин тенкĕлĕх виçĕ грант тата 75-шер пин тенкĕлĕх виçĕ грант туса хума сĕннĕ. 

Михаил Васильевич Чăваш Республикин вĕрентỹпе çамрăксен политикин министрне Юрий Исаева Указа пурнăçланине çирĕп контроллесе тăма тата мероприятисене ирттернĕ чух пысăк тухăçлă ĕçлеме хушнă.

 "Эпир шырав ĕçĕсене хутшăнса Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче вилнĕ салтаксен, çав шутра хамăр ентешсен вилтăприйĕсене шыраса тупакан çамрăксене чĕререн та тăватпăр,"- тенĕ Михаил Васильевич. " Вĕсен ашшĕ-амăшне, учителĕсене, вĕренỹ заведующийĕсен ертỹçисене те патриотизм воспитанине туса пынăшăн тав сăмахĕ калатпăр".



17 октября 2016
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter