Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, республикăри районсемпе хула администрациĕсен пуçлăхĕсемпе видеоканашлу ирттернĕ

 Чăваш Енри шкулсене, пĕтĕм Раççейри чи лайăх шкулсем шутне кĕнисене, пысăк çитĕнӳсемпе палăрнăшăн 1 млн тенкĕ преми  пама йышăннă.   Кун пирки юпа уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, республикăри районсемпе хула администрациĕсен пуçлăхĕсемпе ирттернĕ видеоканашлура, Указ алă пусса çирĕплетнине пĕлтернĕ.  Çакăн пек ĕç хутне шкул директорĕсем, учительсем сĕнĕвĕсене шута илсе йышăну тунине асăннă.  Пысăк çитĕнӳсемпе палăрнă директорсене, учительсене регион Ертӳçи тав тунă.  «Ытти шкулсен çак тĕслĕхе тĕпе хурса ĕçлемелле», - тенĕ вăл сăмаха тăсса. Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Юрий Исаев Чăваш Ен Пуçлăхне республикăри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкулсене аталанма пысăк витĕм кӳнĕшĕн ырланă. Аса илтеретпăр, чи лайăх шкулсем ята, Чăваш Енрен 8 шкул ялтисем тата 9-шĕ хуларисем тивĕçнĕ.   Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Министрсен Кабинечĕн шайĕнче республика бюджечĕ 2017 çул валли виççĕмĕш хут шайлашăннине палăртнă. Виçĕ çул валли йышăнакан бюджет проектĕнче Чăваш Енре пурăнакансен социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтăвĕсене татса пама программăсене тĕпе хурса йышăннисене, ăна Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн çитес ларăвĕнче пăхса тухассине те пĕлтернĕ.  Мцниципалитет ертӳçисене тĕрлĕ конкурссене ирттерме ĕç хучĕсене пысăк шайра йĕркелесе тăратма хушнă республика Пуçлăхĕ. «Патшалăх политикин тĕп тĕллевĕсенчен пĕри – халăха общество хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтересси.  Тăнăç политика лару-тăрăвне тытса пырасси. Çынсен ыранхи куна яланах ĕненсе пурăнмалла», - тенĕ Михаил Игнатьев.


 Юпа уйăхĕн 12-мĕшĕнче Мускавра «ДорогаЭкспо – 2016» Халăхсем хушшинчи курава хутшăннине аса илнĕ. Унта пĕтĕмпех хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан пысăк технологиллĕ çул-йĕр хатĕрĕсене йĕркелесе тăратнине пĕлтернĕ.  «Пирĕн пысăк тавар тиенĕ автомашинăсене, енчен те вĕсен йывăрăшĕ ятарлă виçерен иртсе каять пулсан, штраф тӳлеттермелле е тата ытти майсем тумалла», - тенĕ вăл.

 Ку хутĕнче Михаил Игнатьев Чăваш Республикин юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министерстви пирки чарăнса тăнă, малашне ĕçсене тата та тухăçлăрах ĕçлесе пыма тĕрлĕ майсем йĕркеленнине каланă.  РФ федераци бюджечĕпе килĕшӳллĕн, Чăваш Республикине вăрçă ветеранĕсене çурт-йĕрпе тивĕçтерме 2016 çулта 11,85 млн тенкĕ пăхса хăварнă, 2017 çул валли – 99,01 млн уйăрма йышăннă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ РФ Правительствине ветерансен пурнăç условийĕн шайне ӳстерме витĕм кӳнĕшĕн ырласа тав тунă. Сăмаха май, Чăваш Республикин ĕçпе социаллă хӳтлĕх министерствине, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ертӳçисене асăннă ыйтăва çивĕч тĕрĕслевре тытма хушнă.

Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов республикăри уй-хир ĕçĕсем пирки чарăнса тăнă.  Уйран тухăçа пухса кĕртес кăтартупа Вăрнарсем, Шупашкар районĕ ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăнă. Кукуруза тĕшĕлес ĕç те хĕрӳ пынине асăннă.  Çанталăк йĕпе-сапа тăнине кура, уйра ĕç вăраха тăсăлнине каланă министр.  Çĕр улмине юпа уйăхĕн 15-мĕшĕ тĕлне 815 га çинчен пухса кĕртмелли юлнă.  Михаил Игнатьев студентсемпе бюджет тытăмĕнче ĕçлекенсем уя çĕр улмине пухса кĕртме хутшăннипе хутшăнманни пирки ыйтса пĕлнĕ. «Тухăçа туллин пухса кĕртесси – халăхăн тĕп тĕллевĕ пулмалла», - тенĕ вăл. Сергей Артамонов пĕтĕмĕшле регионта вырма ĕçĕсем йĕркеллĕ пулса пынине пĕлтернĕ.

Пурăнма юрăхсăра тухнă çуртсенчен çынсене хăтлă хваттерсене куçарассипе йышăннă патшалăх программин виççĕмĕш тапхăрĕ пирки, Чăваш Республикин строительство министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Максим Иванов каласа кăтартнă.  Палăртнă тапхăр, çитес çул программа вĕçленессине каланă.  Программăпа килĕшӳллĕн, пурĕ 2852 çынна çурт-йĕрпе тивĕçтерме палăртнă.  Хăш-пĕр районсенче программăна туллин пурнăçласа çитерейменнине, юлса ĕçленине асăннă вăл.  Калăпăр, Йĕпреçре, Куславккара, Улатăр хулинче. Шупашкар хулинче те асăннă ыйтупа çивĕчрех ĕçлесен аванрах пулнă пулĕччĕ тенĕ вăл сăмаха тăсса. Палăртнă ыйтушăн муниципалитет ертӳçисем яваплă пулнине асăрхаттарнă Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Сăмаха май, строительство ĕçне пурнăçлакансем пирки те чарăнса тăнă, тӳрĕ кăмăлпа ĕçлеменнисенчен пăрăнма каланă. «Яланах халăх ырлăхĕшĕн яваплăха туйса, таса чунпа  тухăçлă ĕçлемелле», - тенĕ вăл.

 Ку хутĕнче канашлура Чăваш Республикин конкуренци политикипе тарифсен патшалăх службин ертӳçин тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Марина Кадилова доклад тунă, йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусем çинче чарăнса тăнă.  Çул-йĕрпе çыхăннă самантсем пирки Чăваш Республикин çул-йĕр тата транспорт хуçалăхĕн министрĕ Михаил Резников каласа кăтартнă.  Кĕркуннепе çуркунне ирттерекен экологи  субботникĕсем пирки сăмах пуçарнă.  Лартса хăварнă йывăç-тĕмсене çулталăкĕпех асăрхаса  тăма сĕннĕ.  Кун йĕркине кĕртнĕ ытти ыйтусене те пăхса тухнă, кашнинпех тивĕçлĕ мерăсем йышăнса хăварнă.   Тĕплĕнрех

 



17 октября 2016
10:18
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter