Раççей Федерацийĕн ял хуçалăх Министрĕ Александр Ткачев Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев патне Тав çырăвĕ янă

Раççей Федерацийĕн ял хуçалăх Министрĕ Александр Ткачев Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев патне Тав çырăвĕ янă. Çырура  вăл «Ылтăн кĕркунне – 2016» Раççейри агропромышленноç куравне йĕркелеме пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕçленĕшĕн, витĕм кӳнĕшĕн ырланă.  Чаплă та пысăк хăнасем, Чăваш Республикинчен килнĕ агропромышленноç пайĕнчи проектсемпе кăсăкланнине, инвестициллĕ проектсем уйрăмах куравра пысăк вырăн йышăннине палăртнă. Аса илтеретпĕр, Мускавра иртнĕ «Ылтăн кĕркунне – 2016» курав ял хуçалăх пайĕнчи чи пысăк пĕлтерĕшлисенчен пĕри. Кунта çулсерен пуçтарăнакан хăнасен йышĕ ӳссе пырать, ертӳçĕсем тĕрлĕ контрактсем алă пусса çирĕплетни те куçкĕретех.  Раççейри регионсен ял хуçалăх пайĕнчи çитĕнӳсем уйрăмах кăсăклă пулнă пуриншĕн те. Пурĕ Раççейри 52 регионта пĕтĕмпе 1100 предприятисемпе организацисем хутшăннă курава.  Чăваш Енрен кайнă делегацисем те пысăк хаклава тивĕçнĕ, тĕрлĕ наградăсемпе палăрнă. Вĕсем: «Вурнарец» ТМЯО (Çĕрпӳ районĕ), «АККОНД МОЛОКО» организацисем медальпе диплома тивĕçнĕ.  



17 октября 2016
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter