Чăваш Ен Пуçлăхĕ Шупашкар хулинчи 6№-лĕ аптекăра тĕрлĕ эмелсемпе кăсăкланнă, вĕсен пахалăхне хакланă

Юпа уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкар хулинчи 6№-лĕ аптекăра пулнă.  Унпа пĕрле Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова,  Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков тата «Фармация» директор ĕçĕсене пурнăçлакан Дмитрий Матвеев çӳренĕ.    Чăваш Ен Пуçлăхĕ тĕрлĕ эмелсемпе кăсăкланнă, вĕсен пахалăхне хакланă. Пурнăçра кирлĕ эмелсен хакĕсем пирки ыйтса пĕлнĕ.   Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова халăх кирлĕ эмелсене суйлама пултарнине, вĕсене валли тĕрлĕрен фармацевт компанийĕсем таварсене хатĕрлесе тăратнине пĕлтернĕ.  Çынсене льготăллă хаксемпе тивĕçтермелли сиплев таварĕсем пирки те чарăнса тăнă. «Чи пахи – çынсем эмелсене шанни, вĕсемпе пĕлсе тĕрĕс усă курма пултарни.  Пулнă çавăн пек вăхăтсем, халăх валли çителĕксĕр эмелсем тăратнă.    Çынсем тепре чухне укçан илме тăрăшнă.  Паянхи куна, кам та кам эмелсен пулăшăвĕсемпе усă курать, вĕсем 22 пинлĕх тавар туянаççĕ. Халăх çак пулăшăва ăнланса пыма пуçлани куçкĕретех», - тенĕ министр. Республика Пуçлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче, çынсене аптекăра хăйсене кирлĕ эмелсене суйласа илме хыпарсем те туллин яланах пулмаллине палăртнă. Хамăр çĕршывра калăпланнă таварсем, ют çĕршыврисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăманнине пĕр хуччен çеç мар курса ĕненеççĕ çынсем.  Çавăнпа та кун пирки лайăх ăнланмалла. Хаксене республика ертӳлĕхĕ кулленех тĕрĕслесех тăрать.   Тĕплĕнрех

 



18 октября 2016
08:35
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter