Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин Раççей Федерацийĕн Патшалăх канашĕн консультаци комиссийĕн çĕнĕ тытăмне çирĕплетни çинчен Хушу кăларнă, çĕнĕ йышра та Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пур

 Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин Раççей Федерацийĕн Патшалăх канашĕн консультаци комиссийĕн çĕнĕ тытăмне çирĕплетни çинчен Хушу кăларнă. Çĕнĕрен йĕркеленĕ тытăма Раççейри 18 регион пуçлăхĕ кĕнĕ, кивĕ тытăмра вара 20-ĕн пулнă.  Палăртса хăвармалла, малтанхи комиссире ĕçленĕ ултă регион пуçлăхĕ, хальхи çĕнĕ йыша та кĕнĕ, вĕсен шутĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Мускав Мэрĕ Сергей Собянин, Калуга облаçĕн Губернаторĕ Анатолий Артамонов, Ростов облаçĕн Пуçлăхĕ Василий Голубев, Краснодар крайĕн Губернаторĕ Вениамин Кондратьев тата Карачай-Черкес Республикин Пуçлăхĕ Рашид Темерзов.   Асăннă комисси Раççей Президентне социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕнчи чи пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса пама тĕрлĕ сĕнӳсемпе пулăшать.  Комисси членĕсем РФ Патшалăх канаш тытăмне кĕмеççĕ.



18 октября 2016
17:51
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter