Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн транспорт Министрĕ Максим Соколов ирттернĕ видеоканашлăва хутшăннă

 Юпа уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн транспорт Министрĕ Максим Соколов ирттернĕ видеоканашлăва хутшăннă. Кун йĕркинчи чи çивĕч ыйтусенчен пĕри – çул-йĕр сарма уйăрнă укçа-тенкĕне вăхăтра тата тухăçлă усă курасси.  Раççей Федерацийĕн транспорт Министрĕ хăйĕн сăмахĕнче 2016 çулта федераци хыснинчен Раççейри регионсене пурĕ çул-йĕр ыйтăвĕсене татса пама 150 млрд  патнелле уйăрнине асăннă. Раççей Федерацийĕнчи 19 субъектне арканнă, юрăхсăра тухнă кĕперсене сарма е тата вĕсене тĕпрен юсав ĕçĕсене ирттерме укçан пулăшăва куçарса панине пĕлтернĕ. РФ çул-йĕр агенствин ертӳçи Роман Старовойт палăртнă ĕçсене еплерех пурнăçласа пынипе паллаштарнă.   Строительство тапхăрĕ вĕçленсе пынине каланă Раççей Федерацийĕн çул-йĕр Министрĕ Максим Соколов. «Çитес тапхăр валли те хатĕрленме пуçламалла.  Нумай регионсем «Хăрушă мар, паха çулсем» стратегиллĕ проектсене те хутшăнма пултараççĕ.  Ăна, шăпах та Раççей Федерацийĕн Президенчĕн йышăнăвĕпе пурнăçа кĕртсе хăварма палăртса хунă», - тенĕ Министр.   Видеоканашлу вĕçленнĕ хыççăн, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумне – финанс министрне Светлана Енилинăна, транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрне Михаил Резникова, Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхне Алексей Ладыкова çул-йĕр строительствин объекчĕсене çирĕп тĕрĕслевре тытма хушнă.   Палăртса хăваратпăр, республикăри çулсене сарса тирпейлеме 2016 çулта пурĕ 4 млрд 235,7 млн тенкĕ пăхса хăварнă. Вĕсенчен федераци хыснинчен – 1 млрд 14 млн тенкĕ уйăрнă. Регионти ятарлă программăсене пурнăçа кĕртме РФ Правительствин йышăнăвĕпе килĕшӳллĕн, Чăваш Республикине  916 168,310 пин тенкĕ уйăрнă. Çак пулăшусене Айхи проспектĕнчи тата Фучик урамĕнчи çыхăну çулĕсене сарма, Шупашкарти Мускав кĕперне тирпейлеме куçарнă.  Ялсенчи çулсене сарма 2014-2017 çулсем валли  йышăннă федерацин тĕллевлĕ программипе килĕшӳллĕн, Чăваш Республикине 2020 çулсем валли 85 429,1 пин тенкĕ пăхса хăварнă. Пулăшăва Патăрьелпе Каçал  районĕсене, Сĕнтĕрвăррине, Елчĕксене куçарма тĕллев лартнă. РФ Правительствин 2015 çулта çу уйăхĕн 6-мĕшĕнче  кăларнă 441№-лĕ йышăнăвĕпе килĕшӳллĕн, Чăваш Республикине программăсене пурнăçлама тата та 13  042,979 пин тенкĕ уйăрнă. Укçана республикăри Элĕк, Хĕрлĕ Чутай, Вăрмар, Шупашкар, Елчĕк тата Тăвай районĕсене куçарнă.  Чăваш Республикин Транспорт министерстви пĕлтернĕ тăрăх, çулсене реконструкцилеме тата юсаса сарма уйăрнă пулăшусене районсем вăхăтра тата туллин усă курассине пĕлтернĕ. Çитес çулта çĕртме уйăхĕн пĕрремĕш çурринче, Шупашкарти Мускав кĕперне тĕпрен хута яма палăртса хунă.  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев федераци программисене хутшăнма паха проектсем хатĕрлеме сĕннĕ. Енчен те сĕнӳсем пĕлтерĕшлĕ пулсан, федераци хыснинчен пулăшăва илме май пулĕ тесе пĕтĕмлетнĕ хăйĕн калаçăвне Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Тĕплĕнрех

 



18 октября 2016
09:26
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter