Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Мускавра, «Деловая Россия» пĕтĕм Раççейри обществăлла организацине йĕркеленĕренпе 15 çул çитнĕ ятпа ирттернĕ пулăма хутшăннă

  «Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев ытти ертӳçĕсемшĕн лайăх тĕслĕх вырăнĕнче. Республика вăйĕ – вăйлă, çирĕп предпринимательсем пулнине вăл питĕ лайăх ăнланать», - палăртнă «Деловая Россия» Президенчĕ Алексей Репик, хăйсен организацине йĕркеленĕренпе 15 çул çитнине хатĕрлесе ирттернĕ   паянхи XII- мĕш съездра.


Аса илтеретпăр, паян юпа уйăхĕн 18-мĕшĕнче,  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ ĕçлĕ визитпа Мускав хулинче пулнă.  Съездра стратегиллĕ приоритетсене тата экономика пайĕнчи актуаллă ыйтусене сӳтсе явнă. Съездăн тĕп пайĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин хутшăннă.

«Деловая Россия» обществăлла организацийĕн президенчĕ, «Р-Фарм» компанийĕн директорсен канашĕн председателĕ, РФ Общество палатин инвестици климатне лайăхлатассипе ĕçлекен комиссийĕн председателĕ Алексей Репик Чăваш наци телерадио компанийĕн журналисчĕн ыйтăвĕсене хуравланă май, регионсен инвестици климачĕ лайăх пулни, ĕç климатне те регионсенне ӳстерме пулăшнине палăртнă.  «Çак ĕçсене пурнăçлама пĕтĕмпех субъект ертӳçин командин вăй хумалла.  Енчен те ушкăн лайăх ĕçлесен, бизнес аталанăвĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине субъект пуçлăхĕ ăнланать пулсан, çитĕнӳсемпе палăрасси те куçкĕретех пулĕ. Ертӳçĕ пулса ĕçлеме ыттисемшĕн Чăваш Ен Пуçлăхĕ тĕслĕх вырăнĕнче», - тенĕ Алексей Репик.

 Аса илтеретпĕр, 2016 çулта Чăваш Республики инвестици илĕртӳлĕхĕн кăтартăвĕпе, Наци рейтингĕнче РФ 85 субъекчĕ хушшинче 6-мĕш вырăна тухнă, ӳсĕм пысăк.  Çĕнĕ проектсене пурнăçа кĕртессипе ĕçлекен стратеги пуçарăвĕсен Агенствин генеральнăй директорĕ Андрей Никитин хăйĕн сăмахĕнче, инвестици рейтингне регионсенче вăй хуракан предпринимательсем йĕркеление каланă. «Çакă АСИ хаклавĕ мар, Чăваш Енре ĕçлекен усламçăсен пĕтĕмлетĕвĕ.  Палăртма кăмăллă, вĕсем влаç тĕрĕс çул-йĕрпе пынине ĕненеççĕ», - тенĕ вăл. Чăваш Енри лару-тăрăва ĕç климатне пысăка хурса хакланă АСИ генеральнăй директорĕ. «Малашне те влаçпа бизнес хушшинче çирĕп çыхăну, ăнлану упранса пытăр. Приоритетсене эпир палăртаймастпăр, вĕсене пĕтĕмпех бизнесменсем хăйсем йышăнаççĕ.   Экспорт пирки тĕнчипех калаçаççĕ. Кашни вăтам предпринимателĕн тулашри рынокра хăйсен таварĕсене вырнаçтарса, тупăш илесси пирки шутламалла. Регионсенчи влаçăн, паллах ырă витĕм кӳме тăрăшмалла», - пĕтĕмлетнĕ калаçăва Андрей Никитин.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Деловая Россия» обществăлла организацине юбилей ячĕпе саламланă, съезд бизнес-пĕрлешӳсене, влаçри çынсене экономикăри тата социаллă пурнăçри чи актуаллă ыйтусене татса пама пысăк витĕм кӳнине палăртнă. «Кунта эпир Раççейри мĕнпур субъектсен ертӳçисене куратпăр. Пысăк технологисене пăхăнса ĕçлекен организацисемпе предприятисен ертӳçисемпе паллашатпăр. Палăртма кăмăллă, предпринимательсем халăх валли ĕç вырăнĕсем сахал мар йĕркелеççĕ. Таварсене хамăр çĕршыв тăрăх кăна салатмаççĕ, ют çĕршыври рыноксене те тивĕçтереççĕ. Каласа хăвармалла, Чăваш Енрен те усламçăсем тухăçлă ĕçлени куçкĕретех», - тенĕ регион Ертӳçи Михаил Игнатьев.   Суту-илӳ енĕпе пирĕн республикăпа тĕнчери 83 çĕршыв тачă çыхăнса ĕçлет.  Республика Правительствин приоритечĕ – бизнеса аталанма  кирлĕ пек лайăх условисем йĕркелесе тăратасси пулнине каланă. Сăмаха май, çак пысăк мероприятинче те сахал мар ĕçлĕ тĕлпулусем йĕркеленине пĕлтернĕ.  «Деловая Россия» обществăлла организацийĕн президенчĕпе Алексей Репикпа,  Раççейри промышленноç тата предпринимательсен пĕрлешĕвĕн президенчĕпе Александр Шохинпа, «Корпораци МСП» президенчĕпе Александр Браверманпа,  АГРО Кипиай  учредителĕпе Сергей Габестрăпа актуаллă ыйтусене тĕплĕн сӳтсе явнине каланă Михаил Игнатьев. «Технониколь» корпораци президенчĕпе, «Деловая Россия» обществăлла организацийĕн генеральнăй канаш членĕпе Сергей Колесниковпа социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса парассипе пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕçлесси пирки ыйтусене тĕплĕн пăхса тухнине асăннă. Экономикăри ыйтусене те тишкернине каланă. Шупашкарти Сергий Радонежский ячĕпе хисепленекен чиркĕвĕн строительство ĕçĕ пирки те сăмах пуçарнă, ветерансем хушшинче биатлон енĕпе спорта анлăрах сарасси пирки сăмахланă.

 Сергей Колесников Чăваш Енре вак тата вăтам предпринимательлĕх çирĕп ăнăçлă аталаннине палăртнă.  «Экономикăри ӳсĕме Чăваш Республики çирĕплетет. Ял хуçалăх пайĕ ăнăçлă аталанать. Промышленноç, электротехника вăй илсе пырать», - тенĕ «Технониколь корпораци президенчĕ.  Хальхи вăхăтра хăш-пĕр проектсене Чăваш Республикинче пурнăçа кĕртме хатĕрленни пирки ырă хыпара пĕлтернĕ. Регионта ĕç климачĕ лайăх пулнине, халăх ĕçе юратнине, географи тĕлĕшĕнчен республика çав тери ăнăçлă вырăнта вырнаçнине каланă.

Промышленноç тата предпринимательсен Раççейри пĕрлешĕвĕн президенчĕ Александр Шохин Чăваш Республики çинчен çапла каланă: «Влаçпа бизнес хушшинче ырă çыхăнусем пулни çав тери савăнтарать. Общество хушшинче те ăнлану хуçаланни куçкĕретех. Чăваш Ен паха опычĕ ытти регионсемшĕн тĕслĕх пулассине шанатпăр, Раççейри субъектсем хăйсен ĕçĕсенче тĕпе хурса пырассине те ĕненетпĕр», - тенĕ вăл.  

Предпринимательсен прависене хӳтĕлекен Раççей Президенчĕ çумĕнчи уполномоченнăй Борис Титов республикăра ĕç климачĕ тата та ырă енне улшăнса пынине палăртнă. «Паллах, çитĕнӳсем Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тăрăшулăхĕнче, вăл пысăк тӳпе хывнинче. Регионти влаç республикăна инвестици явăçтарассишĕн çине тăрса ĕçлени никамшăн та вăрттăнлăх мар.  Çавна пула та, çитĕнӳсем те кăтартуллă пулса пыраççĕ. Экономикăра та, политикăра та тăнăçлăх хуçаланать», - тенĕ Борис Титов.   

«Корпораци МСП» президенчĕ Александр Браверман хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин проекчĕсене пурнăçа кĕртсе пыма укçан пулăшу панине, тĕллевсене регион пĕтĕмпех пурнăçласа пынине палăртнă. Инвестици илĕртӳлĕхĕ республикăра пысăккине, пур ĕçре те çирĕп йĕрке пулнине каланă.

Раççейĕн строительство агенствин наци президенчĕ Елена Николаева: «Чăваш Ен инвестици хывмалли илĕртӳллĕ регион. Пур тытăмра та бизнеса аталанса пыма условисем паха.  Сахал этажлă çуртсем хăпартас, ЖКХ аталантарас, çĕнĕ технологиллĕ проектсене пурнăçа кĕртес ыйтусем пирки сăмах пуçарнă май,  регионта инвестици хывма питĕ меллĕ», - тенĕ.  «Пурнăçа ырă енне куçарса пырас тесе кашни çын хăйĕн тӳпине хывассишĕн вăй хуни - Чăваш Енре питĕ лайăх курăнать. Эпĕ республикăра пĕлтĕр пулнăччĕ.  Кулленех çĕнĕлĕхсем пулса пынине курса ĕнентĕм. Инфратытăм вăй илет, производство та çирĕппĕн аталанса пырать.  Малашне те регион çитĕнӳсене ан чакартăр тата та ытларах ӳстерсе кăна пытăрччĕ», - тесе каланă хăйĕн сăмахне пĕтĕмлетнĕ май Елена Николаева. Çак кун съездра ятарлă курав та хатĕрлесе тăратнă. Тепĕр хут аса илтерсе хăваратпăр, мероприятин йĕркелӳçисем палăртнă тăрăх, тĕп тĕллев – бизнес-пĕрлешӳсене ытларах та ытларах ĕçе явăçтарасси.  Тĕплĕнрех



18 октября 2016
09:36
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter